Чӑваш хӑмлин ячӗ ҫӗнелтӗр

Чӑваш хӑмлин ячӗ ҫӗнелтӗр

Ҫӗнйӗркелӳ тапхӑрӗ пуҫланиччен Чӑ-ваш Енри кашни районти нумай хуҫалӑхра хӑмла ҫитӗнтернӗ. Пурӗ 4 пин ытла гектар йышӑннӑ-мӗн вӑл. Ял ҫыннисем пралук карнӑ плантацисенче ҫемйи-ҫемйипе ҫу каҫипе ӗҫленӗ. Кӗркуннепе ватти-вӗтти ана ҫинче кӗшӗлтетнӗ, тухӑҫне кура тупӑшне те илнӗ. Пирӗн тӑрӑхра ҫитӗнтернӗ «симӗс ылтӑна» ытти ҫӗрте те хакланӑ, хапӑлласах туяннӑ. Ахальтен мар пӗр юрӑҫ  «Чӑваш хӑмли — чи хӑватли, чапӗ кайрӗ инҫете» тесе шӑрантаратчӗ.

Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче, шел пулин те, ҫак культура темшӗн хисепрен тухрӗ. Тупӑшӗ сахал, хӑйхаклӑхӗ пысӑк, ӗҫӗ нумай тесе хӑмлана пӗтӗм ҫӗрте тенӗ пекех пӑрахӑҫлама пуҫларӗҫ. Пралук ҫакакан юписене кӑларса сутса-сапаласа пӗтерчӗҫ, анисене вара урӑх культурӑсем йышӑнчӗҫ. Сушилкисене те пӑсса тимӗр-тӑмӑра ячӗҫ. Хальхи вӑхӑтра республикӑра «симӗс ылтӑн» ӳстерекен хуҫалӑхсене шутласа кӑларма алӑри пӳрнесем те ҫитеҫҫӗ.  Ҫапах Раҫҫейре туса илекен хӑмлан чи пысӑк пайне Чӑваш Енри  ҫӗр ӗҫченӗсем ҫитӗнтереҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ку культурӑпа Мари Эл республикинче тата Алтай крайӗнче ӗҫлеҫҫӗ. Паллах, гектарсен шучӗ тата калӑпӑшӗ сахал, ҫав вӑхӑтрах Раҫҫейри сӑра тӑвакан рынок  9 пин тонна хӑмла ыйтать. Ҫитменнине ют ҫӗр-шывсенчен кӳрсе килме тивет. Ҫавӑнпа ӗнтӗ хамӑр ҫӗршыври «симӗс ылтӑнпа» ӗҫлекенсене патшалӑх субсиди парса хавхалантарма тӗллев тытнӑ. Производствӑн пӗтӗм тапхӑрӗ валли илме май пур ӑна% мелиорацие йӗркелеме, йӳҫек тӑпрасене извеҫлеме, фосфорпа пуянлатма, ял хуҫалӑх техникипе оборудовани туянма, хӑмла плантацине хывма, пӑхса тӑма, тата ытти ӗҫ-хӗле пуҫласа яма.

Ҫакна пурне те шута илсе Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев  2020—2025 ҫулсенче хӑмла производствине аталантармалли концепцие ҫирӗплетнӗ. Кӑҫал Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырӑвӗнче те Олег Алексеевич ҫак ыйтӑва тимлӗх уйӑрчӗ. Вӑл ҫӗр ӗҫченӗсене хӑмла производствине ҫӗнӗрен йӗркелеме хавхалантарасса тем пек ӗненес килет, мӗншӗн тесен кун пек программӑсемпе калаҫусем маларах та пӗрре мар тапратнӑ, вырӑнтан хускалакан вара сахал пулнӑ. Патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курса чӑваш хӑмлаҫисем манӑҫа тухма пикеннӗ культурӑпа ҫӗнӗрен туслашсан ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем пулӗҫ, конкурентлӑх ӳсесси те куҫкӗрет.

Паллах, никӗсӗ ҫук ҫӗрте ку ӗҫ-хӗле пуҫласа яма ансат мар. Ҫапах унта та кунта хӑмла юписем упранса юлнӑ-ха, вӗсене хӑйсен чӑн тӗллевӗпе усӑ курма тытӑнмалла ҫеҫ.

Специалистсем шутласа пӑхнӑ тӑрӑх, проект хӑйне 5—6 ҫул хушшинче тӳрре кӑлармалла. Маларах вара ҫак вӑхӑт 12—15 ҫулпа танлашнӑ иккен. Чӑваш Енрех хӑмла татса тирпейлекен, типӗтекен пӗрремӗш комплекссене туса кӑларни хӑйхаклӑха самаях чакарасса шанма май пур.  «Техмашхолдинг» ОООра  пуҫтарнӑ пӗрремӗш комбайна август уйӑхӗнче  тӗрӗслесе пӑхӗҫ. Малашне ҫулталӑкра ҫакнашкал 5—10 машина  кӑларма пуҫласшӑн.  Асӑннӑ техникӑна сериллӗ майпа туса кӑларма пуҫлани чикӗ леш енчен хаклӑпа туянасран хӑтарӗччӗ. Хӑмла ӳстерессипе ӗҫлекен Ҫӗрпӳри институт вара пурне те калчапа тивӗҫтереет.

Пӗр центнер чӗртаварӑн хакӗ пысӑккине кура, вӑл пӗтӗм тӑкака саплаштарма пултармалла. Сӑмахран, пӗр гектартан 30 центнер тулӑ илме пулать. Укҫа ҫине куҫарсан ку 60 пин тенкӗ тупӑш парать. Ҫав лаптӑкранах 18 центнер хӑмла туса илсен ӑна 1 млн та 200 пин тенкӗпе сутма пулать. Хӑшӗ пысӑкрах тупӑш пани куҫкӗрет.

Хальхинче пуҫару калаҫу шайӗнче ҫеҫ юлмасса, чӑваш хӑмли хӑйӗн чапне тавӑрасса шанас килет. Чӑннипех маттур, мал тӗллевлӗ ҫынсем ҫакна тума пултараҫҫех.

                                                                                 Любовь ШУРЯШКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *