Ял аталанӑвӗшӗн тӑрӑшнӑ

Ял аталанӑвӗшӗн тӑрӑшнӑ

Кашни ялтах ырӑ ӗҫсемпе чыс-хисепе тивӗҫнӗ ҫынсем пурӑннӑ. Вӗсем халӗ пирӗн хушӑра ҫук пулин те, ун пек ҫынсене манӑҫа кӑлармалла мар. Ҫитӗнекен ӑрушӑн вӗсен пархатарлӑ ӗҫӗ-хӗлӗпе пурнӑҫри тӗллевӗсем тӗслӗх пулса тӑмалла.

Аслӑ Ҫӗрпӳел тӑрӑхӗнчи ялсенче пурӑнакансенчен чылайӑшӗ хӑй вӑхӑтӗнче правительствӑн наградисене тивӗҫнӗ. Ҫакӑ ахальтен мар.  Кунти  «Красный Октябрь» колхоз 1990 ҫулччен районта ҫеҫ мар, республикӑра та кӗрлесе тӑнӑ. Ҫӗр ӗҫченӗсемпе выльӑх-чӗрлӗх пӑхакансем хастар ӗҫшӗн Хисеп грамотисемпе пӗрлех орден-медальсене те тивӗҫнӗ.

Йӑвашкел ялӗнче пурӑннӑ  Г.О.Ракчеевӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ колхоз производствипе питӗ тачӑ  ҫыхӑнман. Анчах та вӑл ял аталанӑвӗшӗн чылай ӗҫ тунӑ. Аслӑрах ӳсӗмри ҫынсем паянхи кун та ун ҫинчен ырӑпа ҫеҫ асӑнаҫҫӗ. «Герольд Онуфриевич ӗҫленӗ вӑхӑтра ҫавна тунӑччӗ», «Ҫакна хута янӑччӗ», тесе каланине час-часах илтме пулать.

Ҫимӗҫ мӗнле ҫитӗнесси вӑрлӑх пахалӑхӗнчен килет. Герольд Онуфриевичӑн ашшӗ, Онуфрий Тихонович, комсомол, совет, парти, хуҫалӑх органӗсенче  тӑрӑшнӑ. Республикӑри ҫул-йӗр управленийӗн пӗр уйрӑмӗнче те ӗҫленӗ. 1936 ҫулта, совпартшкулта вӗреннӗ вӑхӑтра, вӑл ҫемйине (мӑшӑрне Анастасия Гавриловнӑна тата  ачисене — 8 ҫулхи Герӑпа 6 ҫулхи Розӑна) Шупашкара куҫарса кайма хатӗрленнӗ. Анчах та Онуфрий Тихоновича «халӑх тӑшманӗ» тесе айӑпласа тӗрмене хупнӑ. Пӗтӗм йывӑрлӑх Анастасия Тихоновна ҫине тиеннӗ. Ачисем ӑслӑ-тӑнлӑ, ӗҫ ҫумне ҫыпҫӑнса ӳсчӗр тесе вӑл нумай тӑрӑшнӑ. Кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ инкеке пула хӗрарӑм йывӑр аманать, ҫемьере лару-тӑру татах та кӑткӑсланать. Тӗрмерен таврӑннӑ ашшӗ те  Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ пуҫлансан фронта тухса каять.  1941 ҫулхи август уйӑхӗнче яла вӑл хыпарсӑр ҫухални ҫинчен хут ҫитет. Ку вӑхӑт тӗлне Герольд 13 ҫулта анчах пулнӑ-ха. Ҫемьере асли пулнӑ май, пӗтӗм йывӑр ӗҫ ун ҫине тиенет. Арҫын ача шкула ҫӳренӗ вӑхӑтрах  колхоз ӗҫне хутшӑнать. Малалла вӗренес ӗмӗчӗ пысӑк пулсан та, ҫемьери лару-тӑрӑва пула Г.Ракчеевӑн ялти шкулта 7 класс пӗтерсен малалла пӗлӳ илме май килмест. Пӗве кӗрсе пыракан арҫын ача ялти «Сормово» колхозра ӗҫлеме тытӑнать. Вӑл вӑхӑтра ун тем тӗрлӗ ӗҫ те пурнӑҫлама тивет. Вӗсене пурне те асӑнса та пӗтереймӗн, пур ҫӗрте те ӗҫ алли кирлӗ пулнӑ.

1946 ҫулхи январь уйӑхӗнче 18 ҫул та тултарса ӗлкӗреймен Герольд авланать. Вӗсем Аслӑ Ҫӗрпӳел ял хӗрӗпе  Римма Алексеевнӑпа ҫемье чӑмӑртаҫҫӗ. Ҫамрӑк мӑшӑр пӗр-пӗрне юратса, килӗштерсе пурӑнма пуҫлать. Тепӗр ҫултан ывӑл ача ҫуралать. 1949 ҫулта колхозра тимӗрҫӗре ӗҫлекен Герӑна, мӑшӑрлӑ, ачаллӑ пулсан та, Совет ҫарне илеҫҫӗ. Чита хули ҫывӑхӗнче 4 ҫул службӑра пулнӑ вӑл. Ҫар тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫланӑ Ракчеев сержант яла таврӑнсан   тӳрех ӗҫе кӳлӗнет.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсем ялшӑн ҫӑмӑлах килмен. Арҫын алли ҫителӗксӗр пулнӑ, юхӑннӑ пӗрлешӳллӗ хуҫалӑха ура ҫине тӑратас тесе ҫине тӑрса ӗҫлеме тивнӗ. Герольд Онуфриевича 5 яла пӗрлештерсе тӑракан «Красный Октябрь» колхозра комсомол организацине ертсе пыма шанаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл каҫхи шкула ҫӳресе вӑтам пӗлӳ илет.

Г.О.Ракчеев хӑйне шанса панӑ пур ӗҫе те тӳрӗ кӑмӑлпа, тӑрӑшса пурнӑҫланӑ. Ҫамрӑксене пӗр чӑмӑра пӗрлештерсе обществӑлла ӗҫсене хутшӑнма хавхалантарса пынӑ. Ҫав вӑхӑтрах ҫемьере те йыш хутшӑннӑ. Мӑшӑрсем тӑрӑшса ҫӗнӗ ҫурт хӑпартнӑ, хуралтӑсем ҫӗкленӗ.

1956 ҫулта Герольд Онуфриевича ял Совет депутатне, ун хыҫҫӑн секретарӗ пулма суйлаҫҫӗ. Пултарулӑхне кура 1959 ҫулта Аслӑ Ҫӗрпӳел ял Совет председательне ҫирӗплетеҫҫӗ. Шаннӑ ӗҫе чӗре хушнипе туса пырать вӑл, ял хушшинче те хисеп ҫӗнсе илет. Тепӗр ҫултан  унӑн хастар ӗҫне патшалӑх шайӗнче хакласа РСФСР Верховнӑй Совечӗн Президиумӗн Хисеп грамотипе наградӑлаҫҫӗ. Пуҫаруллӑ та хастар ҫынна «Красный Октябрь» колхоза ертсе пыма шанаҫҫӗ. Пысӑх хавхаланупа ӗҫлеме пуҫлать вӑл. Анчах та ял хуҫалӑх отраслӗ, пысӑк хӑвӑртлӑхпа аталанса пынӑ май, квалификациллӗ специалистсем ыйтать.  Хӑйӗн пӗлӗвӗ ҫителӗксӗртерех пулнине туйса Герольд Онуфриевич 1961 ҫулхи пухура колхоз председателӗ пулма ял хуҫалӑх институтӗнчен вӗренсе тухнӑ ҫамрӑк агрономӑн В.А.Арсентьевӑн кандидатурине сӗнет. Йӑнӑшмасть вӑл, Василий Афанасьевич хуҫалӑха 30 ҫул ӑнӑҫлӑ ертсе пырса республика  шайӗнче те чапа кӑларать.

1962 ҫулта Г.Ракчеев  Шупашкара совет тата парти шкулне вӗренме каять, ӑна ӑнӑҫлӑ пӗтерет. 1965—1970 ҫулсенче  КПСС райкомӗнче тата ял хуҫалӑх управленийӗнче тӑрӑшать. Ун хыҫҫӑн 3 ҫул «Красный Октябрь» колхоз председателӗн ҫумӗнче вӑй хурать.

1973 ҫулта Герольд Онуфриевича Аслӑ Ҫӗрпӳел ял Совечӗн председательне суйлаҫҫӗ. Мӗн ачаран пурнӑҫ тути-масине, нуши-тертне астивсе курса, ял халӑхӗн пурнӑҫне пӗлсе тӑраканскер, пысӑк пуҫарулӑхпа ӗҫе тытӑнать. Ку вӑхӑтра колхоз та аталанса пуянланса пынӑ. Ял ҫыннисен те пурнӑҫпа йӑла условийӗсем лайӑхланнӑ. Колхоз правленийӗпе  тачӑ ҫыхӑну тытса тӑрӑшнӑ вӑл. Ялти хастар ҫынсем В.А.Арсентьев, Н.А.Козлов, Т.П.Казаков, В.И.Белинов, Л.Н.Акчурин,  В.Ф.Григорьев, П.П.Павлов, Ф.Я.Григорьев, Г.А.Емельянов тата ыттисем те пӗрле пуҫтарӑнсан ялсене аталантарас, хитрелетес ыйтусене сӳтсе явнӑ. Пӗрле канашласа тӗрӗс шухӑш патне ҫитнӗ. Герольд Онуфриевич ял Советне ертсе пынӑ вӑхӑтра ялсенче ҫӗнӗ капмар ҫуртсем нумай ҫӗкленнӗ, социаллӑ-культурӑллӑ объектсем те чылай хута кайнӑ. Ял ҫыннисене канӑҫсӑрлантаракан ыйтусене ҫийӗнчех татса пама тӑрӑшнӑ. Ӑна темиҫе хутчен те район Совечӗн депутатне суйланӑ.

 1980 тата 1984 ҫулсенче Г.О.Ракчеева «Хисеп Палли» орденпа наградӑланӑ. Ял Советӗнче ӗҫлесе ҫакӑн пек пысӑк наградӑна тивӗҫнисем ҫӗршывра та сахал пулнӑ. Ҫакӑ Герольд Онуфриевич хӑйӗн ӗҫне пӗлсе те тӑрӑшса тунине туллин   ҫирӗплетет. Вӑл ял Совет председателӗнче ӗҫленӗ вӑхӑтра  Аслӑ Ҫӗрпӳел ял Совечӗ 1977 ҫулта РСФСР Министрсен Совечӗн, Профсоюзӑн центри Совечӗн Хӗрлӗ ялавне  тивӗҫ пулнӑ. Ҫак  ҫулах ЧАССР Министрсен Совечӗн тата республикӑри профсоюзсен  Совечӗн куҫса ҫӳрекен Хӗрлӗ ялавне ҫӗнсе илнӗ. Ял Советне «Жигули» авомашина парса чысланӑ. 1983 тата 1984 ҫулсенче социализмла ӑмӑртӑва хутшӑнса республикӑри ял Совечӗсем хушшинче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.  Ҫак ҫитӗнӳсем председатель специалистсемпе, депутатсемпе  килӗштерсе те пӗлсе ӗҫленипе, ял халӑхӗпе пӗр чӗлхе тупма пултарнипе пулнӑ.

Герольд Онуфриевичпа Римма Алексеевна 4 ывӑл пӑхса ҫитӗнтернӗ, пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Аслӑ ывӑлӗ Николай тӑван колхозра шоферта, бригадирта, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи кирпӗч заводӗнче вӑй хурса тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ. Геннадий  Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх институтне пӗтернӗ хыҫҫӑн тӗп агрономра, комсомол райкомӗн иккӗмӗш секретарӗнче, шалти ӗҫсен пайӗнче ӗҫленӗ. 1990 ҫултан пуҫласа  Аслӑ Ҫӗрпӳел ял Совечӗн председателӗнче, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. Ашшӗн ӗҫне малалла тӑсса 30 ҫул хӑйтытӑмлӑх органӗсенче вӑй хунӑ. «Комсомольски районӗн хисеплӗ гражданинӗ» ята тивӗҫнӗ. Владимир, Саратоври милици шкулне пӗтерсен, Шупашкарта ПАИ   автоинспекторӗнче ӗҫленӗ. Ун хыҫҫӑн 30 ҫул «Доркомсервис» предприятин тӗп директорӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ. Кӗҫӗнни Сергей та хӑйӗн ӗҫ-хӗлне шалти ӗҫсен пайӗпе ҫыхӑнтарнӑ.

Шел, пултаруллӑ ҫыннӑн кун-ҫулӗ сарӑмсӑр татӑлнӑ. Вӑл тата Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗн директорӗ Г.А.Емельянов, Аслӑ Ҫӗрпӳел ача сачӗн завхозӗ В.В.Ракчеева 1986 ҫулхи августӑн 8-мӗшӗнче автоаварие лексе пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Пурӑннӑ пулсан Герольд Онуфриевич кӑҫалхи майӑн 26-мӗшӗнче 95 ҫул тултарнӑ пулӑччӗ. Ӗмӗрӗ вӑрӑмах мар пулнӑ пулсан та, вӑл ялшӑн чылай ӗҫ туса хӑварнӑ. Ун ятне ывӑлӗсемпе, тӑванӗсемпе пӗрлех ял-йыш та манмасть.

 Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *