Понедельник, 24 июня

Ял ӗҫченӗ шанӑҫпа пурӑнать

Ял ӗҫченӗ шанӑҫпа пурӑнать

Ҫу кунӗсем ҫитнӗ май сӗт хакӗ палӑрмаллах чакрӗ. Ҫакӑ уйрӑм ҫынсене те, ял хуҫалӑх предприятийӗсене те пӑшӑрхантарать. Анчах та мӗн тӑвӑн, ӗне тытатӑн пулсан ӑна тӑрантармалла, унран продукци илмеллех.

Майӑн 25-мӗшӗ тӗлне округри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче талӑкра кашни ӗнерен вӑтамран 17,4 килограмм сӗт суса илнӗ. Ку пӗлтӗрхи ҫак вӑхӑтрипе танлаштарсан 2,4 килограмм ытларах. «Рассвет» ЯХПКри ӗнесем вӑтамран 25,4 килограмм, «Асаново» кооперативра 22,9 килограмм сӗт антараҫҫӗ.

Хаксем тивӗҫтермеҫҫӗ пулсан та, ял ӗҫченӗ шанӑҫпа пурӑнать. Выльӑх-чӗрлӗх усраса ун уссине курма ӗмӗтленет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *