Тулли социаллӑ пулӑшу илме ҫыннӑн Пенси фондне те, социаллӑ страховани фондне те ҫул тытмалли лару-тӑру пурнӑҫра сахал мар пулнӑ. 2023 ҫултан ҫав фондсене пӗр тытӑма пӗрлештерчӗҫ. Пӗрлешӗве пула ПФР тата ФСС йӗрӗпе пур пулӑшӑва та «пӗр чӳрече» меслечӗпе пӗр ҫӗрте илме май пур. РФ Социаллӑ фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн управляющийӗ Валерий Николаев фонд пурнӑҫлакан хӑш-пӗр ӗҫ-хӗле епле йӗркеленипе паллаштарать.
— Валерий Петрович, Социаллӑ страховани тата Пенси фончӗсене пӗрлештернӗренпе пенсисемпе, инвалидсене паракан тӳлевсемпе Раҫҫей социаллӑ фончӗ ӗҫлет. Пӗрлешес ӗҫ мӗнле пулса иртрӗ;
— Ҫӗнӗ формат патне куҫасси кӑлтӑксӑр пулчӗ. Малтан икӗ тытӑм панӑ пулӑшусене халь пӗтӗмпех пӗр вырӑнта илме май пур. Ҫакӑ чылай меллӗрех, ҫынсемшӗн те ҫӑмӑлрах. Инвалидлӑх пур ҫын халь пирӗн клиент службине пӗрре килсех пӗтӗм ыйтӑвне татса пама пултарать. Сӑмахран, инвалидлӑх енӗпе пенси илмелли меле улӑштарма заявлени пама тата производствӑри инкеке пула е професси чирӗ пирки пособи илес ыйтупа канашлама.
— Инвалидлӑх пенсине мӗнле палӑртаҫҫӗ;
— Инвалидлӑхпа ҫыхӑннӑ пенсисене иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ проактивлӑ мелпе, заявленисӗр тата ытти документсемсӗр, йышӑнаҫҫӗ. Тӳлеве ҫынна инвалид тесе йышӑннӑ кунран палӑртаҫҫӗ. Инвалидсем валли страхлав тата социаллӑ пенсийӗсем пӑхса хӑварнӑ.
Страховани пенсине страховани стажӗ пӗр кун та пулин пур пулсан тӳлеҫҫӗ. Пенси виҫи стажран тата пухӑннӑ коэффициентсенчен килет. Ун ҫумне инвалидлӑх ушкӑнне кура хушса тӳлеҫҫӗ. Страхлав стажӗ пулмасан инвалидлӑх енӗпе социаллӑ пенси палӑртаҫҫӗ. Социаллӑ пенсие пӗтӗм ушкӑнри инвалидсен тата пӗрмай Раҫҫейре пурӑнакан инвалид-ачасен илме ирӗк пур.
Кунсӑр пуҫне пенсин тепӗр тӗсӗ пур — патшалӑх пенсийӗ. Ӑна уйрӑм категорисене, сӑмахран, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисен йышӗнчи инвалидсене, блокадӑри Ленинградра пурӑннисене, «Житель осажденного Севастополя» паллӑпа чысланӑ граждансене, Чернобыльти АЭС-ри инкеке пула шар курнисене тӳлеҫҫӗ.
Пенси калӑпӑшӗ категорирен килет. Енчен те инвалидӑн ҫемйинче иждивенире ӗҫлеймен ҫынсем пур-тӑк, пенси виҫи вӗсемшӗн кашниншӗн пысӑкланать, анчах виҫҫӗрен иртмест.
— Пенси палӑртмалли проактивлӑ режим пирки асӑнтӑр. Мӗн-ши вӑл, ӑнлантарса парсамӑрччӗ?
— Инвалидлӑх енӗпе пенси палӑртас ӗҫе халӗ май пур таран ансатлатнӑ, заявлени ҫырмалла мар, документсем пуҫтармалла мар. Хӑй вӑхӑтӗнче патшалӑхӑн информаци тытӑмне — Инвалидсен федераллӑ реестрне (ФРИ) — туса хунӑ. Малтан унӑн операторӗ Пенси фончӗ пулнӑ, халь — Раҫҫейри Социаллӑ фонд. Чирленӗ е суранланнӑ ҫын тӗрӗслев витӗр тухсан унӑн инвалидлӑх ушкӑнӗ, реабилитаци тата абилитаци программи ҫинчен калакан кӑтартӑвӗсене медицинӑпа социаллӑ экспертиза органӗсем федераллӑ реестра кӗртеҫҫӗ. Ҫак самантран информацие пур патшалӑх органӗ те курма пултарать. Асӑннӑ даннӑйсене, ҫавӑн пекех Фондра упранакан сведенисене тӗпе хурса эпир пенси палӑртатпӑр тата кун пирки гражданина пӗлтеретпӗр. Кунсӑр пуҫне ФРИ даннӑйӗсене 2021 ҫултанпа инвалидсем валли кашни уйӑхри тӳлевне палӑртма усӑ куратпӑр.
— Хӑйне пенси шутласа панине инвалид ӑҫтан пӗлме пултарать-ха?
— Палӑртнӑ тӳлев пирки пӗтӗм хыпара «Госуслуги» порталти гражданинӑн харпӑр кабинетне ярса паратпӑр, унта кӗрсе пӑхса тӑмалла ҫеҫ. «Госуслуги» порталта регистрациленменнисене почта урлӑ ҫыру яраҫҫӗ. Пенсие Фонд инвалидлӑх ҫинчен калакан сведенисене илнӗ хыҫҫӑн пилӗк ӗҫ кунӗ хушшинче шутласа параҫҫӗ.
2022 ҫултан пуҫласа регионти СФР уйрӑмӗ инвалидлӑх енӗпе 3,5 пин страхлав тата социаллӑ пенсийӗ шутласа панӑ. Мӗнпур тӳлеве заявлени памасӑрах йӗркеленӗ.
— Реабилитацин техника хатӗрӗсене туянма паракан электронлӑ сертификатпа мӗнле усӑ курмалла?
— Инвалидлӑх пур ҫынсем реабилитацин техника хатӗрӗсене (ТСР) виҫӗ майпа илме пултараҫҫӗ. Пӗрремӗшӗ — Соцфондран панӑ электронлӑ сертификатпа хӑйсем ТСР туянма пултараҫҫӗ. Иккӗмӗшӗ — кирлӗ изделие хӑйсем тӗллӗн туянса тӑкаксене саплаштарма ыйтса Соцфонда заявлени параҫҫӗ. Тепӗр мелӗ — реабилитацин техника хатӗрӗсемпе Соцфонд тивӗҫтерет.
Электронлӑ сертификата илме «Госуслуги» портал урлӑ заявлени памалла. Ман шутпа, электронлӑ сертификатпа усӑ курни реабилитаци хатӗрӗсене меллӗрех те хӑвӑртрах илме май парать.
— Автомобиле страхланӑшӑн ОСАГО-шӑн паракан компенсацие кам тата мӗнле илеет?
— Ӑна инвалидсене тата инвалид-ачасен саккунлӑ представителӗсене тавӑрса параҫҫӗ. Инвалидсене медкӑтартусемпе транспорт кирлине реабилитацин е абилитацин уйрӑм программинче палӑртсан ҫеҫ ОСАГО хакӗн 50 проценчӗ чухлӗ компенсаци тӳлеҫҫӗ. Чӑваш Енре ку ҫӑмӑллӑхпа 103 ҫын усӑ курнӑ.
Автомобильпе усӑ курмалли условипе ирӗк пур ҫынна 1 транспорт хатӗрӗшӗн, унпа пӗрле ОСАГО договорӗнче кӑтартнӑ 2 водителе компенсаци параҫҫӗ. Страхлав полисӗпе ҫулталӑк хушшинче Соцфондӑн клиент службине килсе е МФЦра тӑкаксене саплаштарма ыйтса ҫырма юрать. Укҫана заявитель счечӗ ҫине 5—10 кун хушшинче куҫараҫҫӗ.