Понедельник, 24 июня

Предпринимательсен тӗлпулӑвӗ

Предпринимательсен тӗлпулӑвӗ

Майӑн 24-мӗшӗнче Комсомольски муниципаллӑ округӗнче «Круиз» кафе площадкинче предпринимательсен пӗрлӗхӗпе ӗҫлӗ тӗлпулу иртрӗ. Унта уйрӑм предпринимательсем, хресченпе фермер хуҫалӑхӗсен ертӳҫисем, вӑтам тата пӗчӗк бизнеса аталантаракансем, самозанятӑй статусӗллисем пухӑнчӗҫ. Семинара муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Александр Осипов уҫрӗ, пурне те предпринимательсен кунӗпе саламларӗ.  

Мероприятин тӗп шухӑшӗ — пирӗн тӑрӑхри предпринимательсен проблемисене пӗрле татса парасси, бизнеса пулӑшмалли тухӑҫлӑ мерӑсене ушкӑнпа сӳтсе явасси. Чӑваш Республикин Экономика аталанӑвӗн министерствин предпринимательлӗхе аталантарассипе ӗҫлекен пай начальникӗ Евгений Павлов ҫӗнӗ ӗҫ-хӗл пуҫаракансене паракан грантсем пирки каласа пачӗ. «Мой бизнес» центрӑн,  «Агро-Инновации» КУПӑн, республикӑри бизнес-инкубаторӑн, ЧР Гаранти фончӗн, Туризма аталантарас енӗпе тимлекен агентствӑн яваплӑ специалисчӗсем те бизнесра тӑрӑшакансене патшалӑх паракан пулӑшусемпе, ҫӑмӑллӑхсемпе тӗплӗн паллаштарчӗҫ, пухӑннисен ыйтӑвӗсене хуравларӗҫ. 

Минфенисе Прохоровӑпа Оксана Козина хӑйсен ӗҫ-хӗлне епле пуҫласа яни, мӗнле кӑткӑслӑхсемпе тӗл пулни пирки каласа пачӗҫ. Пӗри чӳречесемпе, тепри мӑйракаллӑ шултра выльӑхпа тахҫантанпах ӗҫлекенскерсем, кӑҫал вӗсем ритуаллӑ пулӑшусем парассине пуҫарса янӑ.

Округ аталанӑвне сисӗмлӗ пулӑшу панӑшӑн тата обществӑлла пурнӑҫа хастар хутшӑннӑшӑн Александр Осипов Татьяна Никифорова тата Зуфар Сафиуллин предпринимательсене Тав               хучӗсем парса чысларӗ.

Любовь ШУРЯШКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *