Воскресенье, 19 мая

Хирсем ешӗл тум тӑхӑнчӗҫ

Хирсем ешӗл тум тӑхӑнчӗҫ

Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсем пӗтӗмӗшле илсен ҫурхи ака-суха ӗҫӗсене вӗҫленӗ тесен те юрать. Халӗ шӑтса тухнӑ калчасене имҫамсем сапасси пырать.

Ҫапла вара, майӑн 25-мӗшӗ тӗлне илнӗ кӑтартусем тӑрӑх, ял хуҫалӑх предприятийӗсенче 5059 гектар урпа, 4295 гектар ҫурхи тулӑ, 1404 гектар сӗлӗ, 222 гектар пӑрҫа, 1332 гектар пӗр ҫул ӳсекен курӑксем, 101 гектар тырӑ валли акнӑ вика, 669 гектар рапс, 10 гектар нимӗҫ пӑрҫи ҫитӗнӗҫ. Вӗсемсӗр пуҫне 457 гектар хӗвелҫаврӑнӑш, 964 гектар куккурус акнӑ,  708 гектар ҫӗрулми лартнӑ. Ҫавӑн пекех хӑш-пӗр хуҫалӑхсем кишӗр, хӗрлӗ чӗкӗнтӗр, сухан туса илесшӗн. 2913 гектар ҫинчи кӗр тыррисем аван аталанса пыраҫҫӗ. 4351 гектар ҫинчи нумай ҫул   ӳсекен курӑксем те лайӑх  ҫӗкленнӗ.

Уй-хирте ешӗл тум тӑхӑннӑ лаптӑксем нумайлансах пыраҫҫӗ.

Сергей Орлов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *