Четверг, 25 апреля

Пулӑшни — пархатарлӑ утӑм

Пулӑшни — пархатарлӑ утӑм

Ҫак кунсенче хаҫат редакцине Ҫӗнӗ Сӗнтӗр ялӗнче пурӑнакан Е.Н.Ярлыгина кӗрсе тухрӗ. Ефросиния Николаевна, мӑнукӗ Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ май, «Родина» ООО ӑна пулӑшу панӑшӑн чӗререн тав тӑвать. «Хулара пурӑнсан та, мӑнукӑм час-часах яла килсе мана пулӑшатчӗ. Вӑл тулли мар  мобилизаци йӗркипе ҫара кайнӑ хыҫҫӑн унсӑр йывӑр килет. Ҫакна  А.Е.Потемкин ертӳҫӗ питӗ лайӑх ӑнланать, пире пулӑшу аллине тӑсса парать», — пӗлтерчӗ вӑл. Ку ялта ывӑлӗ контракт мелӗпе ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан Н.Н.Петрова ҫемйи те пур. Вӗсене те «Родина» ООО пулӑшусӑр хӑварман.

— Пӗтӗм тӗнчери Хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе саламласа Ефросинья Николаевнӑна тата Надежда Николаевнӑна чечек ҫыххи тата укҫан парне патӑмӑр. Вӗсене Ҫӗнтерӳ уявӗ ячӗпе те саламларӑмӑр. Ҫавӑн пекех кашнине 1-ер тонна тырӑпа тивӗҫтертӗмӗр. Пахчисене сухалама пулӑшрӑмӑр. Вут-шанкӑ  та илсе килсе патӑмӑр. Пурлӑх енчен пулӑшни пӗрре. Ятарлӑ ҫар операцийӗ пынӑ вырӑнта службӑра тӑракансен яла юлнӑ ҫывӑх ҫыннисен пӑшӑрханӑвӗпе кулянӑвне те ӑнланма тӑрӑшмалла. Ялта пурӑнакансене те  вӗсемпе хутшӑннӑ чухне сӑпайлӑрах пулма ыйтатӑп. Е.Ярлыгинӑпа, Н.Петровӑпа тӑтӑшах курнӑҫма тӑрӑшатӑп, пурнӑҫӗ пирки ыйтса пӗлетӗп. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан  ентешсене хисеплетӗп, вӗсемпе мӑнаҫланатӑп. Ҫавӑнпа та вӗсен ҫемйисене  те пулӑшма яланах хатӗр, — каласа парать Анатолий Егорович.

Пирӗн округра пурӑнакансем Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешсене тӗрлӗ майлӑ пулӑшу пама тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем апат-ҫимӗҫ, тумтир, ӗҫ, техника хатӗрӗсем тата ытти япала пуҫтарса пӗрре мар гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатнӑ. Пиртен инҫетре ҫар тивӗҫне пурнӑҫлакан ҫынсен яла юлнӑ ҫывӑх ҫыннисене те ҫӑмӑл мар. Ҫакна «Родина» ООО ертӳҫи ӑнланни уйрӑмах паха. Тӗп ӗҫ вӑйӗсӗр, тӗрексӗр тӑрса юлнӑ ҫемьесене пулӑшни пархатарлӑ. Ҫак ырӑ тӗслӗхе шута илекенсем округра татах пуласса шанас килет.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *