Понедельник, 29 апреля

Им-ҫам сапаҫҫӗ

Им-ҫам сапаҫҫӗ

Округри ял хуҫалӑх предрриятийӗсенче пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем акса пӗтернӗпе пӗрех. Калчасем шӑтса тухса уйсене симӗс тӗс кӗртнӗ. Хуҫалӑхсем халӗ, тӗпрен илсен, ҫӗрулми лартаҫҫӗ, пахчаҫимӗҫ, куккурус акаҫҫӗ.

Майӑн 15-мӗшӗ тӗлне округра 473 гектар ҫӗрулми лартнӑ. 181 гектар куккурус, 357 гектар хӗвелҫаврӑнӑш, 70 гектар горчица (Минатуллинӑн фермер хуҫалӑхӗ) акнӑ.

Виҫӗ хуҫалӑхра, «Труд», «Рассвет» ЯХПКсенче, «Родина»  ОООра, калчасен хирӗсене сиенлӗ хурт-кӑпшанкӑран, чир-чӗртен, ҫумкурӑкран имҫам сапаҫҫӗ. Ӗнерхи кун тӗлне ҫак ӗҫе 472 гектар ҫинче пурнӑҫланӑ. Уй-хирте ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ.

Сергей Орлов,

ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн тӗп специалист-эксперчӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *