Аслӑ ҫӗнтерӗве халалланӑ уяв

Аслӑ ҫӗнтерӗве халалланӑ уяв

Ҫӗнтерӳ кунӗ — пирӗн ҫӗршыв историйӗн чи ҫутӑ та чаплӑ страницисенчен пӗри. Ҫавӑнтанпа эпир Ҫӗнтерӳ сӑмаха пысӑк саспаллирен ҫырса Раҫҫей халӑхӗн паттӑрлӑхӗн пӗтӗм чапне палӑртатпӑр. Шел пулин те, вӑрҫӑ ветеранӗсем пирӗн хушӑмӑрта юлмарӗҫ ӗнтӗ. Юлашки фронтовик та, Урмаелте пурӑннӑ Минетулла Минязетдинович Зиятдинов, апрель уйӑхӗн вӗҫӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайрӗ. 

1941—1945 ҫулсенче пынӑ вӑрҫӑра Аслӑ Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 78 ҫул ҫитнине халалланӑ кӑҫалхи уяв округ администрацийӗн ҫурчӗ умӗнчи лапамра иртрӗ. Унта сумлӑ хӑнасем, ӗҫ коллективӗсем, хамӑр тӑрӑхра пурӑнакансем, шкул ачисем пуҫтарӑнчӗҫ. Чи малтанах Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Александр Осипов пухӑннисене саламларӗ. «Эпир ҫӗнтерӳҫӗсен ӑрӑвӗпе мӑнаҫланатпӑр. Пирӗн тивӗҫ — нацизма аркатакансене, пире сыхӑ пулма пилленӗ несӗлсене асра упрасси, глобаллӑ вӑрҫӑ тискерлӗхӗ тепӗр хут ан пултӑр тесе мӗн кирлине пӗтӗмпех тӑвасси», — терӗ Александр Николаевич. Ҫавӑн пекех депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, муниципаллӑ округри Обществӑлла палатӑн ертӳҫи Кияметдин Мифтахутдинов, округ прокурорӗ Олег Васильев, «Россельхозбанкӑн» хушма офисӗн управляющийӗ Татьяна Вунберова та ӑшшӑн саламларӗҫ. Уява ҫамрӑк армеецсен, кадетсен парачӗ илем кӳчӗ, вӗсем стройпа утса иртрӗҫ. Комсомольскинчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Кубняночка» ансамбль «Встанем» юрра чуна тивмелле шӑрантарчӗ.

Предприятисемпе организацисен, учрежденисен представителӗсем Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра пуҫне хунӑ ентешсене асӑнса лартнӑ Ҫар мухтавӗн монуменчӗ умне, Совет Союзӗн 5 Геройӗн бюсчӗсем, салари ытти палӑксем патне  чечек кӑшӑлӗсем хучӗҫ.

Тӗп сцена ҫинчи митинг вӗҫленчӗ пулин те, культурӑпа кану паркӗнче уяв программи малалла тӑсӑлчӗ. Унта Комсомольскинчи ача-пӑча искусство шкулӗн воспитанникӗсем, уйрӑм юрӑҫсем пухӑннӑ халӑха хаваслӑ юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ. Каҫхи концерт куракансене тепӗр хут пуҫтарчӗ. Ун хыҫҫӑн Ҫӗнтерӳ салючӗн тӗрлӗ тӗслӗ хӗлхемӗсем тӳпене ҫутатрӗҫ.

Ҫӗнтерӳ кунне халалласа округра татах та нумай мероприяти пулса иртнӗ. «Ҫӗр тата ҫынсем» музейра Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтерӳ тунӑранпа 78 ҫул тата Чӑваш Республикинчи Архив службине туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа Совет Союзӗн Геройӗн И.Кабалинӑн, вӑрҫӑ участникӗн Р.Моисеевӑн докуменчӗсен выставкине йӗркеленӗ. «Единая Россия» партин «Ҫамрӑк гварди» обществӑлла организацийӗн членӗсем вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тылра хастар ӗҫленӗ ҫынсем патне ҫитнӗ, салам открыткисем панӑ, пылак ҫимӗҫпе хӑналанӑ. Вӗренӳ учрежденийӗсенче савӑнӑҫлӑ мероприятисем йӗркеленӗ. Ялсенчи культура ӗҫченӗсем те халӑха уявӑн пуян программисемпе савӑнтарнӑ.

Любовь ШУРЯШКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *