Ҫӗрулми лартаҫҫӗ, куккурус акаҫҫӗ

Ҫӗрулми лартаҫҫӗ, куккурус акаҫҫӗ

Уй-хир ешӗл тумпа витӗнсе пырать. Кӗр тыррисем аван аталанаҫҫӗ, кӑҫал акнисем те шӑтса тухнӑ.

Майӑн 11-мӗшӗ тӗлне округри ял хуҫалӑх предприятийӗсем тӗпрен илсен пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсене акса пӗтернӗ. Вӗсем 5080 гектар урпа, 4159 гектар тулӑ, 1496 гектар сӗлӗ, 224 гектар пӑрҫа, 1523 гектар пӗр ҫул ӳсекен курӑксем, 106 гектар вика, 480 гектар рапс акнӑ.

«Дружба», «Рассвет» ЯХПКсем, «Сюрбеево» ООО, «Слава картофелю», «Комсомольские овощи» агрофирмӑсем, Самаринӑн фермер хуҫалӑхӗ  пурӗ 305 гектар ҫӗрулми лартнӑ. Ҫавӑн пекех округри ял хуҫалӑх предприятийӗсем 10 гектар нимӗҫ пӑрҫи, 20 гектар кишӗр, 41 гектар куккурус, 70 гектар хӗвелҫаврӑнӑшӗ («Сюрбеево» ООО) акнӑ. Ҫак ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ.

Сергей Орлов,

ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн тӗп специалист-эксперчӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *