Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев майӑн 10-мӗшӗнче «Полный контакт» программӑра Владимир Соловьев журналистпа калаҫнӑ. Унта сӑмах пирӗн республикӑран Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем, Раҫҫейӗн ҫӗнӗ территорине шефа илесси, ҫар ҫыннисен мӑшӑрӗсене тата амӑшӗсене валли Чӑваш Енри хӗрарӑмсен союзӗ хатӗрлекен «Искусство ждать» проект пирки сӑмах пулнӑ. Ҫавӑн пекех республикӑра оборонӑпа промышленноҫ комплексӗнчи лару-тӑру, ӗҫ укҫи тӳлесси, инвестицисем пирки те чарӑнса тӑнӑ.

В.Соловьев ятарлӑ ҫар операцийӗ пыракан вырӑнсенче пулнӑ май Чӑваш Республикинчен пынӑ ҫар ҫыннисемпе тӗл пулни, вӗсем пирки командирсем ырласа ҫеҫ каланине палӑртнӑ. О.Николаев ентешсем пӗр-пӗрин ҫурӑмӗ хыҫне пытанмасӑр хӑйсем умне лартнӑ тӗллевсене чыслӑн пурнӑҫланине ҫирӗплетнӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *