Раҫҫей гражданинӗ пулнине ҫирӗплетекен документа, паспорта, пӗрремӗшт хут илнӗ кун Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче 7-мӗш класра вӗренекенсемшӗн чылайлӑха асра юлӗ.
Ҫак ятпа округри ЗАГС пайӗнче иртнӗ савӑнӑҫлӑ уявра 10 арҫын ачапа хӗр ачана муниципаплӑ округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗрентӳ пайӗн начальникӗ Юрий Митюков, РФ Шалти ӗҫсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрӑмӗн миграци пайӗн начальникӗ Арина Галкина, «Чӑваш Енри хӗрарӑмсен союзӗ» обществӑлла организацин округри уйрӑмӗн председателӗ Инна Ядрова саламланӑ, пурнӑҫра ӑнӑҫусем суннӑ. Раҫҫей гражданинӗ пулса тӑнӑ ҫамрӑксене паспортпа пӗрле РФ Конституцине те алӑран тыттарнӑ.
(Хамӑр инф.).