Турнирта тупӑшрӗҫ

Майӑн 9-мӗшӗнче Асанкасси ялӗнчи стадионта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 78 ҫул ҫитнине халалласа футболла выляссипе блиц-турнир иртрӗ.

Мероприятие  «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн директорӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканӗ Валерий Денисов уҫрӗ. Чи малтанах вӑл Аслӑ Ҫӗнтерӳ уявӗпе саламларӗ, спортсменсене ӑмӑртура ӑнӑҫу сунчӗ.

Турнирта ФСК ӗҫченӗ Сергей Остапиенко тӗп судья пулчӗ.

Футболистсем хушшинчи тупӑшу хӗрӳ иртрӗ. Никам та парӑнасшӑн пулмарӗ. «Тимерчеево» команда спортсменӗсем ӑстарах та вӑр-вартарах пулнӑ май пӗрремӗш вырӑна алӑран вӗҫертмерӗҫ. Иккӗмӗш вырӑна «Асаново» ҫамрӑкӗсем тивӗҫрӗҫ. «Гигант-2» команда виҫҫӗмӗш вырӑна тухрӗ.

Маттур та пултаруллӑ ҫӗнтерӳҫӗсене медальсем тата Хисеп грамотисем парса чысларӗҫ. Пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ команда кубока тивӗҫрӗ.

Вӑйӑсем интереслӗ иртрӗҫ, ӑмӑртӑва хутшӑнакансем ҫеҫ мар, курма килнисем те кӑмӑллӑ юлчӗҫ.

Ангелина ИНОХОДЦЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *