Суббота, 27 апреля

Халӗ те ырӑпа асӑнатпӑр

Халӗ те ырӑпа асӑнатпӑр

«Каҫал ен» хаҫатра архив ӗҫченӗ В.Шингалова ҫырнӑ «Пӗчӗкрен ӗҫе хӑнӑхма пулӑшнӑ» статьяна хапӑлласах вуларӑм. Ун хыҫҫӑн алла ручка тытмасӑр чӑтаймарӑм.

Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче пурнӑҫ чӑннипех те ҫӑмӑл килмен. Выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурӑннӑ пулин те, ҫынсем пуҫӗсене усман. Ҫитӗннисемпе пӗрлех ачасем те вӑй хунӑ. Статьяра Н.С.Ронин пирки асӑннӑччӗ. Эпӗ хам Асанкасси хӗрӗ пулнӑ май, Николай Сергеевича лайӑх ас тӑватӑп. Вӑл, вӗрентекен ачасене пӗчӗкрен ӗҫе хӑнӑхтарас тесе, пушӑ выртакан ҫӗр лаптӑкӗпе усӑ курма тӗллев лартнӑ. Эпир, вӗренекенсем, ҫав ҫӗр йӗри-тавра ҫатан карта тытма пулӑшрӑмӑр. Ун чухне пуҫламӑш классенче ҫеҫ вӗреннӗ пулсан та, ку ӗҫрен пире те хӑварман.  Ҫырма  хӗрринче  ӳсекен хӑвасене касса хатӗрлетчӗҫ те, учительсемпе вӗренекенсем ӑна карта тытма 3 километр инҫетрен сӗтӗрсе килетчӗҫ. Вӑл лаптӑк ҫинче кайран шкул ачисем пахчаҫимӗҫ, улма-ҫырла туса илетчӗҫ. Ҫӑвӗпех унта ачасем тӑрӑшатчӗҫ.

Ҫуркунне, майӑн 19-мӗшӗнче, Пионерсен кунӗнче кӗҫӗн классенче вӗренекенсене валли костер туса паратчӗҫ. Хаваслӑ вӑйӑсем йӗркелетчӗҫ. Кӗл ҫинче ҫӗрулми пӗҫерни, ачасене кишӗр валеҫсе пани асра юлнӑ.

1955 ҫулта пирӗн шкула биологи предметне вӗрентме Комсомольскинчен Валентина Федоровна килчӗ. Вӑл ертсе пынипе тӗрлӗ пахчаҫимӗҫ, чечексем лартса-акса ӳстереттӗмӗр. Вӗренекенсем юратсах пахчара ӗҫлетчӗҫ. Учительница пире, хамӑр ҫитӗнтернӗ ҫимӗҫсемпе,  Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнче йӗркеленӗ выставкӑна илсе кайрӗ. Унта эпир тӗлӗнмелли нумай куртӑмӑр. Темӗн тӗрлӗ ҫимӗҫ те пурччӗ. Вӑл вӑхӑтри вӗрентекенсем ӳсекен ӑрӑва интереслентерме пултарнӑ, ачасен хӑйсен те хавхалану пулнӑ. Мӗн пӗчӗкрен ӗҫе хӑнӑхтарса ӳстерни пире малашнехи пурнӑҫра питӗ кирлӗ пулчӗ.

Ача чухне йӗкел пуҫтарма кайнине, йывӑҫсене хурт-кӑпшанкӑран им-ҫам сӗрсе ҫӳренине аса илсе паян куҫ умне кӑларма тӑрӑшатӑп. Ушкӑнпа шӳтлесе-кулса ӗҫлеттӗмӗр. Ҫуллахи кунсенче хиртен кӗмен тесен те юрать пулӗ. Ҫум ҫумланӑ, утӑ пуҫтарнӑ, кӗлтесем йӑтнине те астӑватӑп. Хӗл кунӗ- сенче колхоз валли кӗл пуҫтараттӑмӑр. Вӑл ӗҫсемпе никам та хуҫӑлса ӳкмен.

Асанкасси вӑтам шкулӗнче ӗҫ урокӗсене Н.С.Безруков ертсе пыратчӗ. Арҫын ачасене шӑнкӑрч йӑвисем, ывӑссем, кил-тӗрӗшре усӑ курмалли ытти япала ӑсталама хӑнӑхтаратчӗ. Хӗр ачасене шкулта ҫӗлеме, ҫыхма вӗрентнӗ.

«Начартарах пулсан та, япалана хӑвӑр аллӑрпа туни паха. Ӑсталӑх пӗчӗккӗн пуҫтарӑнса пырать», — тетчӗҫ пире вӗрентекенсем. Шкул пӗтернӗренпе нумай вӑхӑт иртнӗ пулин те, эпир вӗсене ырӑпа ҫеҫ аса илетпӗр, пӗчӗкрен ӗҫе хӑнӑхтарнӑшӑн тав тӑватпӑр.

Тамара Григорьева,

ӗҫ ветеранӗ. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *