Мӑнкуна халалласа фестиваль

Мӑнкуна халалласа фестиваль

Апрелӗн 26-мӗшӗнче Комсомольскинчи ача-пӑча библиотекинче художество пултарулӑхӗн «Мӑнкун йыхрав чанӗ» округри фестиваль иртрӗ.

Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Александр Осипов фестивале хутшӑнакансене Мӑнкун уявӗ ячӗпе ӑшшӑн саламларӗ. Ҫыншӑн юратупа сывлӑх, туслӑх, ӗненӳ тата ытти паха енсем пӗлтерӗшлӗ пулни ҫинчен аса илтерчӗ.

Канаш епархийӗн Комсомольски муниципаллӑ округӗн благочиннӑйӗ, Луцки салинчи чиркӳ настоятелӗ Сергий Скворцов иерей пуҫтарӑннисене ырлӑх-сывлӑх, ӑшӑлӑх сунчӗ, савӑнӑҫпа юратӑва ҫывӑх ҫынсемпе пайлама чӗнсе каларӗ.

Фестивале хутшӑнакансем, Комсомольскинчи Вознесения Господня чиркӳ ҫумӗнчи вырсарни шкулне ҫӳрекенсем, округри ача-пӑча искусствӑсен шкулӗн, Нӗркеҫ вӑтам шкулӗн вӗренекенӗсем,  уявӑн историйӗпе, интереслӗ фактсемпе, йӑли-йӗркипе паллаштарчӗҫ. Вӗренекенсене И.Спиридонова, О.Воронова, Т.Сапожникова, И.Лукина педагогсем ертсе пыраҫҫӗ. Уява халалласа юрӑсемпе сӑвӑсем янрарӗҫ. Ачасем Мӑнкун викторинине те хаваспах хутшӑнчӗҫ.

Уяв концерчӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн Сергий атте пурне те тав туса грамотӑсемпе пылак парнесем парса чысларӗ. Турӑпа пӗрле ҫӳреме, ырӑ кӑмӑллӑ пулса ҫитӗнме ҫирӗп сывлӑх сунчӗ. Фестивале ҫавӑн пекех Тукайри Михаил Архангел ячӗллӗ  чиркӗвӗн настоятелӗ Леонтий атте те хутшӑнчӗ.

Мероприяти хаваслӑ та интереслӗ иртрӗ, ачасен чун-чӗрисенче кӑмӑллӑ та савӑнӑҫлӑ туйӑм хӑварчӗ. 

Ангелина ИНОХОДЦЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *