Пятница, 26 апреля

Унӑн пуянлӑхӗ – куҫ тулли ачисем

Унӑн пуянлӑхӗ – куҫ тулли ачисем

Март уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Мария Михайловна Прохорова 80 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ.

Вӑл 1943 ҫулта мартӑн 7-мӗшӗнче Виҫпӳрт ялӗнчи нумай ачаллӑ ҫемьере ҫут тӗнчене килнӗ.

— Мӗн пӗчӗкренех мӑннисене пулӑшса ӳснӗ, колхоза тырӑ вырма ҫӳренӗ, — паянхи пекех аса илет хӗрарӑм хӑйӗн ачалӑхне.

5-мӗш класран малалла вӗренме май пулман хӗр ачан, тем пек пӗлӳ пухас килсен те, ашшӗ чирлесен  унӑн шкултан пӑрахма тивнӗ. Укҫи-тенкине ҫитерес тесе амӑшӗн Ульяновск облаҫне тӑтӑшах ӗҫлеме ҫӳреме тивнӗ. Кил-ҫуртри, хуҫалӑхри мӗнпур йывӑр  ӗҫ ачисем ҫине тиеннӗ.

Пӑртак ҫитӗнсен хӑйсем тӗллӗнех пайсем илсе тырӑ вырнӑ,  улӑм купалама ҫӳренӗ. ,ҫ-пуҫ вӑхӑтӗнчех тӑван ялӗнчи Илья Прохоров комбайнера тӗл пулать. Пукане евӗр чипер пике пӗрре курсанах каччӑн чунне тыткӑнланӑ. Ун хыҫҫӑн вӑйӑ картине те пӗрле тӑнӑ, хӗвел ансан улах ларнӑ, пӗр-пӗрне килӗштерекенсем ташӑ каҫӗсене те юнашарах ҫӳренӗ.  Ырӑ хӗре инҫе ямаҫҫӗ теҫҫӗ, 1961 ҫулта Прохоровсен ҫемйи чӑмӑртаннӑ. Вӗсем 9 ывӑлпа 3 хӗр ҫуратса ӳстернӗ, ӑс-тӑн парса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Ҫӗнӗ ҫурт лартма вӑй ҫитернӗ. Чылай ӗҫе мӑшӑрпа пурнӑҫласа, пӗр-пӗрне пулӑшса пыма тӑрӑшнӑ. Мария Михайловна та, Илья Иванович та «Комсомольский» совхозра вӑй хунӑ. Ҫав вӑхӑтрах кил-ҫурта тытса пыма та, ачасене тӗрӗс воспитани парса ӳстерме те май тупнӑ.

 Ашшӗпе амӑшӗ хушшинчи юрату пепкисемшӗн чӑннипех те пысӑк тӗслӗх пулса тӑнӑ.

— Эпир аттерен хур курса ӳсмен, аннерен усал сӑмах илтмен, вӗсем кӑмӑлтан шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса, килӗштерсе пурӑннӑран, ачаранах чунра лӑпкӑлӑх та ӑшӑлӑх туйса ӳснӗ. Кил-ҫуртра мӗн астӑвассах хаваслӑх хуҫаланнӑ, — тесе палӑртаҫҫӗ ывӑлӗсемпе хӗрӗсем.

Ачисем те инҫе ҫӗре кайман, тӑван тӑрӑхрах тӗпленнӗ. Вӗсене тӑтӑшах курма май килнишӗн ҫав тери савӑнать кинемей. Вӑтам ывӑлӗ Сергей тӗп киле юлаканӗ пулчӗ.

Лаша урапи те ҫулпа пӗр тикӗссӗн кусмасть, ҫавӑн пекех пурнӑҫ ҫулӗ те тумхахсӑр пулмасть. Лайӑххипе юнашар начарри те сиксе тухать. Марье аппан пӗр ывӑлӗ Чечен вӑрҫинче ҫамрӑклах пуҫ хурать. Тепӗр икӗ ывӑлӗ те пурнӑҫран вӑхӑтсӑр  уйрӑлса каяҫҫӗ.

Кирек епле салху самантра та кинемее йышлӑ тӑванӗ кулянса ларма памасть. Унӑн пуянлӑхӗ — куҫ тулли ывӑлӗсемпе хӗрӗсем, кӗрӳшӗсемпе кинӗсем, мӑнукӗсем. Вӗсене курсан чун мӗнле савӑнмӗ!

Паянхи кун Марье аппана 22 мӑнукӗ тата 17 мӑн мӑнукӗ савӑнтарать, асламӑшӗ-кукамӑшӗ патне хӑнана килсен янравлӑ сассисемпе пӗр урам тултараҫҫӗ. Пурте пӗрле сӗтел хушшине ларсассӑн ҫемье кӗреки 60—70 ҫынна ҫитет.

Кил-ҫурт, пахча ӗҫӗсене пысӑк йышпа тухса йӑпӑр-япӑр вӗҫлеҫҫӗ. Ҫулӗсем пур пулсан та, кун пек чух амӑшӗ пӗр вырӑнта ларса тӑма пӗлмест, ҫамрӑксемпе пӗр тан ӗҫлеме тӑрӑшать. Ӑҫтан кӑна ҫавӑн чухлӗ вӑйӗ тупӑнать-ши? Кӳрши-арши те питӗ юратать ӑна.

,ҫпе анчах мар, савӑнӑҫпа та киленме  пӗлет туслӑ ҫемье. Мӑнкун ҫитсессӗн тӑванӗсемпе рете ҫӳреҫҫӗ. Май уявӗсенчи канмалли кунсенче ятарласа пур тӑванӗ уйра пуҫтарӑнать. Футбол-волейбол тата ытти енсемпе ӑмӑртусем ирттереҫҫӗ. Апат-ҫимӗҫ, сӗтеклӗ чашлама та уҫӑ сывлӑшра тутлӑрах пиҫсе ҫитет.

Марье аппа туйра та, ӗҫкӗ-ҫикӗре те юрлама-ташлама юратать. Ваттисемпе ватӑлла — ҫамрӑксемпе ҫамрӑкла, ӑна 80 ҫулта тесе калаймастӑн та. «Чунпа ҫамрӑк ҫын ватлӑха парӑнма пӗлмест», текен каларӑша ҫак маттур хӗрарӑм ҫинченех каланӑн туйӑнать.

Мария Михайловнӑна, 12 ачана кун ҫути парнеленӗскере, темиҫе хутчен те «Ача амӑшӗн мухтавӗ» медальпе наградӑланӑ, «Ача амӑшӗ — героиня» хисеплӗ ят панӑ.

— Эпӗ чи телейлӗ ҫынсенчен пӗри. Юратнӑ мӑшӑрпа 50 ҫул килӗштерсе пурӑнтӑмӑр. Ҫурт хӑпартрӑмӑр, мӑнуксене тата вӗсен ачисене сӑпка юрри юрласа утьӑкка сиктертӗмӗр. Вӗсем сывлӑхлӑ пулнинчен хакли тата мӗн пултӑр, — терӗ савӑнса кинемей.

Комсомольски территориллӗ уйрӑмӗн начальникӗ М.А.Илларионова юбиляр ячӗпе РФ Президентӗнчен В.В.Путинран саламлӑ ҫырӑва вуласа парса ырлӑх-сывлӑх, телейлӗ ватлӑх суннӑ. Округ администрацийӗн пуҫлӑхӗн А.Н.Осиповӑн ячӗпе парне парса чысланӑ.

Ангелина ИНОХОДЦЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *