Пятница, 19 апреля

Сӑвӑсем вуларӗҫ, тӑван чӗлхене мухтарӗҫ

Сӑвӑсем вуларӗҫ, тӑван чӗлхене мухтарӗҫ

Чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ И.Я.Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа пирӗн округра чылай мероприяти йӗркелеҫҫӗ.

Нумаях пулмасть тӗп библиотекӑра «Янра, чӑваш чӗлхи!» конкурс иртрӗ. Унта округри вӗрентӳ учрежденийӗсенчи пултаруллӑ 60 ытла ача хутшӑнчӗ. Чӑваш поэчӗсен сӑввисене вулакансене «Илемлӗ сӑмах» номинаципе хакларӗҫ. Кунта уйрӑмах шкул ҫулне ҫитмен ача-пӑча учрежденийӗсене ҫӳрекенсем хастар пулнине палӑртма кӑмӑллӑ. «Колосок» ача садӗнчи Софья Дмитриева пӗрремӗш степеньлӗ диплома тивӗҫрӗ. Ҫавӑн пекех жюри «Колосок», Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи «Радуга»,  Комсомольскинчи «Рябинушка» ача пахчисенчи Роман Порядков, Аглия Диарова, Ульяна Сорокина, Варвара Самукова, Стефания Носова, Екатерина Лисина, Кира Щетинкина, Серафима Трофимова пултарулӑхне пысӑка хурса хакларӗ.

«И.Яковлев произведенийӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ инсценировка» номинацире «Радуга» ача садне ҫӳрекенсем пӗрремӗш тата виҫҫӗмӗш степеньлӗ димломсене ҫӗнсе илчӗҫ. «Рябинушка» ача сачӗн воспитанникӗсем иккӗмӗш вырӑн йышӑнчӗҫ.

Округри 10 шкул вӗренекенӗсем чӑваш чӗлхине, Тӑван ҫӗршыва, тӑрӑха халалланӑ сӑвӑсем вуларӗҫ. Кунта чи пултарулли Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗнчи Егор Тихонов пулчӗ. Иккӗмӗш вырӑна Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнчи Елизавета Зверевӑпа Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнчи Сергей Лукиянов йышӑнчӗҫ. Павел Белков (Шурут вӑтам шкулӗ), Ульяна Васильева (Хирти Мӑнтӑр вӑтам шкулӗ), Софья Долгова (Хирти Явӑш тӗп шкулӗ), Виктория Хораськина (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ) виҫҫӗмӗш степеньлӗ диплома ҫӗнсе илчӗҫ.

Шкулта вӗренекенсем И.Яковлев хайлавӗсем тӑрӑх лартнӑ инсценировкӑсенчен  пахалӑх шайӗпе Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗнче пӗлӳ илекенсене ҫитекенни пулмарӗ. Вӗсем пӗрремӗш тата иккӗмӗш степеньлӗ дипломсен хуҫисем пулса тӑчӗҫ. Хирти Явӑш тӗп шкулӗн вӗренекенӗсем те хӑйсен ролӗсене витӗмлӗ вылярӗҫ, виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнчӗҫ.

Конкурса хутшӑнакансем пурте сертификатсене тивӗҫрӗҫ. Чӑваш чӗлхине аталантарас, тӑван халӑх йӑли-йӗркине упраса хӑварас тӗлӗшпе малашне те ҫакӑн евӗр мероприятисем йӗркелесе унта ачасене ытларах явӑҫтарма тӑрӑшмалла.

Валентина Боровкова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *