Пӗрремӗш ларӑва пухӑннӑ

Пӗрремӗш ларӑва пухӑннӑ

Апрелӗн 25-мӗшӗнче Комсомольски муниципаллӑ округӗн Обществӑлла палатин пӗрремӗш ларӑвӗ иртнӗ. Ларӑва муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Александр Осипов, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫин ҫумӗ — граждансен ыйтӑвӗсемпе, обществӑлла тӗрӗслев субъекчӗсемпе ӗҫлекен управлени начальникӗ Алексей Гурьев тата обществӑлла палатӑн ытти членӗсем хутшӑннӑ.

Чи малтанах Александр Николаевич Обществӑлла палатӑн хастарӗсене ҫӗнӗ ӗҫе пуҫӑннӑ ятпа саламланӑ, Комсомольски округӗнче пурӑнакансен ырлӑхӗшӗн тӑрӑшса та ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме суннӑ.

Ларура Палата ӗҫӗ-хӗлӗн йӗркелӳ ыйтӑвӗсене пӑхса тухса ҫывӑх вӑхӑтри ӗҫсен приоритетлӑ ҫул-йӗрне палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне ларӑва хутшӑннисем регламент йышӑнса Палата тытӑмне ҫирӗплетнӗ.

Мероприяти вӗҫӗнче Александр Осипов тухӑҫлӑ та усӑллӑ калаҫупа кӑмӑллӑ юлнине палӑртнӑ, хӑйсен шухӑшӗсене уҫҫӑн пӗлтернӗшӗн пурне те тав тунӑ.

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *