Воскресенье, 5 мая

Ӗмӗр-ӗмӗр асра тытмалла

Эпӗ хамӑн аттене курман. Ун ҫинчен анне, тӑвансем, ял-йыш каласа панӑ тӑрӑх ҫеҫ пӗлетӗп. Ҫапах та вӑл маншӑн яланах ҫывӑх пулнӑ, пулать те. Эпӗ аттепе мӗн пӗчӗкрен мухтанса  ӳснӗ, халӗ те  мӑнаҫланатӑп.

П.Н.Зайцев пухса хатӗрленӗ «Память» кӗнекере Трифон Васильевич Кочергов  1942 ҫулхи августӑн 23-мӗшӗнче Смоленск облаҫӗнчи Сухиничи районӗн- че разведкӑна кайсан хыпарсӑр хыпарсӑр ҫухални ҫинчен ҫырса пӗлтернӗ. Тӑшман тылне ҫӳренӗ пулсан, вӑл  хӑюллӑ та паттӑр салтак пулнӑ.

Ӑна ас тӑвакансем каласа панӑ тӑрӑх, Трифон Васильевича ял ҫинче хисепленӗ. Кӑҫатӑ ҫапма та, сурӑх тирӗнчен атӑ-пушмак ҫӗлеме те ӑста пулнӑ, тимӗр таврашӗпе те ӗҫленӗ. Уявсенче вара хуткупӑспа выляса ял-йыша савӑнтарнӑ. Пултарулӑхне кура ӑна «Сормово» колхоз фермин заведующийӗ пулма шаннӑ. Каярахпа вӑл уй-хир бригадине те ертсе пынӑ. Мӑшӑрӗпе, Ирина Гавриловнӑпа, 5 ачана кун-ҫул парнеленӗ. Атте, паллах, вӗсене тӗрӗс-тӗкел пӑхса ӳстерсе пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларма ӗмӗтленнӗ. Унӑн тӗллевӗсене хӑрушӑ вӑрҫӑ   татнӑ. 1941 ҫулхи август уйӑхӗнче ял ҫыннисем Прокопий Беловпа, Тихон Ядровпа пӗрле аттене те ҫапӑҫу хирне ӑсатнӑ. Ял-йыш каялла тӗрӗс-тӗкел ҫаврӑнса ҫитме ӑнӑҫлӑ ҫул суннӑ пулин те, вӗсене шӑпа тек пӗр-пӗрне курма пӳрмен.

Манӑн атте кавалери полкӗнче службӑра тӑнӑ. Вӑл хӑйӗн ҫырӑвӗсенче тӑтӑшах тӑшмана хирӗҫ ҫапӑҫма тивни пирки хыпарланӑ. Унӑн хастарлӑхӗпе хӑюлӑхне курса командир Т.Кочергова разведчиксен ушкӑнне илет. Вӑл отделени командирӗ пулса ҫапӑҫни паллӑ.

Килне янӑ юлашки ҫырӑвӗнче вӑл 7-мӗш кавалери дивизийӗ ҫывӑх вӑхӑтра пысӑк ҫапӑҫӑва кӗресси пирки ҫырать. Унта вӑл сывӑ юласси пирки иккӗленнине пӗлтерет.

Т.В.Кочергов хыпарсӑр ҫухални ҫинчен пӗлтернӗренпе пӗлтӗр 80 ҫул ҫитрӗ. Мӑшӑрӗшӗн йывӑр хуйхӑ пулнӑ вӑл. Апла пулин те, Ирина Гавриловна хуҫӑлса ӳкмен, тылра ҫӗнтерӳшӗн тӑрӑшса ӗҫленӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи йывӑр ҫулсенче те ачисене ура ҫине тӑратас тесе тимленӗ.

Манӑн атте фронтра, анне тылра Ҫӗнтерӗве туптанӑ. Вӗсемпе эпӗ чӑннипех те мухтанатӑп. Вӗсен ячӗсене ӗмӗр-ӗмӗр асра тытмалла.

Петр Кочергов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *