Пятница, 26 апреля

Уяв умӗнхи канашлу иртрӗ

Уяв умӗнхи канашлу иртрӗ

Аслӑ ӑру ҫыннисемшӗн май уйӑхӗнчи уявсем уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Майӑн 1-мӗшӗ — Ҫуркуннепе Ӗҫ  уявӗ те, майӑн 9-мӗшӗ — Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Ҫӗнтерӳ тунӑ кун та, Тӑван ҫӗршыв историйӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Округри ветерансен совечӗн канашлӑвне вӗсен умӗн ирттерни те ахальтен мар.

Канашлӑва округри ветерансен совечӗн председателӗ Ю.С.Тимофеев уҫрӗ. Ачасем — пирӗн пуласлӑх, тетпӗр те, вӗсем мӗнле ӳссе ҫитӗнесси аслисенчен нумай килет. Кӑҫал республикӑра Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ пулнӑ май, ветерансем те чи малтанах ҫитӗнекен ӑрӑва воспитани парас ыйтӑва хускатрӗҫ. Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн директорӗ И.А.Соловьева вӗрентӳ учрежденийӗнче ҫарпа патриотизмла воспитани парас, ачасене тӗрлӗ енчен аталанма пулӑшас, тавракурӑмне анлӑлатас тӗлӗшпе пурнӑҫлакан ӗҫсемпе паллаштарчӗ. Ку шкулта вӗренекенсем муниципалитетра анчах мар, республика, Раҫҫей шайӗнчи конкурссемпе фестивальсене хастар хутшӑнса ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑраҫҫӗ. Муниципаллӑ округӑн культура пайӗн тӗп специалист-эксперчӗ М.А.Кокорева май уйӑхӗнчи уявсенче туса ирттермелли мероприятисемпе паллаштарчӗ. Обществӑлла организацисемпе юхӑмсен, ветерансен совечӗн вырӑнсенчи пуҫламӑш организацийӗсен председателӗсем уявсене тивӗҫлӗ шайра ирттерсе ярас ӗҫе хастар хутшӑнма пулчӗҫ.

«Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр» фондӑн администраторӗ М.М.Прохорова Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешсене пулӑшу парас тӗлӗшпе ветерансем пысӑк ӗҫ тунине палӑртрӗ. Вӗсене ыркӑмӑллӑх кӑтартнӑшӑн чӗререн тав турӗ. Пирӗн округра пурӑнакансем 120 маскировка сетки ҫыхса хатӗрленӗ, ку ӗҫе тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ ватӑсем те хастар хутшӑннӑ. Муниципаллӑ округ депутачӗ, «Молодая гвардия Единой России» организацин вырӑнти уйрӑмӗн ертӳҫи В.Н.Кокарев гуманитари пулӑшӑвӗпе  инҫе ҫула мӗнле кайса килни пирки каласа пачӗ.

Канашлу  ӗҫне муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ А.Н.Осипов пӗтӗмлетрӗ. Вӑл пуҫтарӑннисене ҫывхарса килекен уявсем ячӗпе саламласа округӑн пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе кӗскен паллаштарчӗ. Шалти ӗҫсен органӗсенче ӗҫленӗ ветерансен совечӗн председателӗ П.В.Лапшин  ӑна хамӑр тӑрӑхра обществӑлла йӗркелӗхе сыхлас ӗҫе тӳпе хывнӑшӑн «105 лет МВД» медальпе наградӑларӗ.

Канашлу вӗҫӗнче Ю.С.Тимофеев ветерансен юхӑмӗн ӗҫне хастар хутшӑннӑ ҫынсене Хисеп грамотисем пачӗ.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *