Суббота, 27 апреля

Округ аталанӑвӗ пирки калаҫнӑ

Округ аталанӑвӗ пирки калаҫнӑ

Иртнӗ эрнере влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсем, предприятисемпе организацисен ертӳҫисем, предпринимательсем округ  аталанӑвӗн ҫул-йӗрӗ пирки стратегиллӗ сессире пуҫтарӑнса калаҫнӑ.

Пирӗн тӗллев ҫамрӑксене яла юлса ӗҫлеме хавхалантаракан майсем тупса вӗсене ӗҫе кӗртме условисем туса парасси пулса тӑрать. Федераци, республика, вырӑнти пулӑшупа усӑ курса пурнӑҫлама май пур проектсем хатӗрлемелле, вӗсене сӳтсе явса кирлӗ йышӑнусем тумалла. Ҫак шухӑшсене палӑртнӑ муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Александр Осипов тӗлпулӑва уҫнӑ май.  Унта, тӗпрен илсен, виҫӗ енпе, демографи, вырӑнти халӑхсен этнокультури тата округра пурнӑҫлама май пур пӗр инноваци проекчӗ тавра сӑмах пынӑ. Пуҫтарӑннисем сакӑр ушкӑна пайланса ҫавра сӗтелсем хушшинче округа малалла аталантарма паракан ыйтусене пӑхса тухнӑ, хӑйсен шухӑшӗсене палӑртнӑ, сӗнӳсем панӑ. Калаҫусем хӗрӳ пынӑ, пуҫаруллӑ шухӑшсем чылай пулнӑ.

(Хамӑр инф.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *