Лару иртнӗ

Лару иртнӗ

Апрелӗн 24-мӗшӗнче округри депутатсен Пухӑвӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Унта чылай ыйту пӑхса тухнӑ. Ӑна депутатсен пухӑвӗн председателӗ С.Н. Грачева уҫнӑ, вӑлах ертсе пынӑ. Кун йӗркине кӗртнӗ ыйтусемпе муниципалллӑ округӑн финанс пайӗн начальникӗн ҫумӗ З.М.Айнетдинова, право ӗҫӗсен секторӗн заведующийӗ О.Р.Соколова, капиталлӑ строительство тата пурӑнмалли ҫурт-йӗр хуҫалӑхӗн пайӗн начальникӗ В.Г.Акчурин, экономика, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пайӗн тӗп специалист-эксперчӗ А.В.Хораськина паллаштарнӑ. Депутатсем вӗсене пӑхса тухса, сӳтсе явса кирлӗ йышӑнусем тунӑ. Депутатсен Пухӑвӗн социаллӑ-культурӑллӑ ӗҫ-хӗл, сывлӑха сыхлас ӗҫ, вӗрентӳ тата ҫамрӑксен, физкультурӑпа спорт ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен яланхи комисси председателӗ В.Н.Кокорев хисеплӗ ятсем пама тӑратнӑ кандидатсем ҫинчен каласа панӑ. Пухура тата ытти тӗрлӗ ыйтусене пӑхса тухнӑ.

(Хамӑр инф).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *