Понедельник, 27 мая

Ҫӗр хатӗрлеҫҫӗ, акма тухнӑ

Ҫӗр хатӗрлеҫҫӗ, акма тухнӑ

Ял хуҫалӑх предприятийӗсен хирӗсенче техника сасси вӑйлансах пырать. Округри чылай хуҫалӑх нумай ҫул ӳсекен курӑксене сӳрелеме тухнӑ.

Апрелӗн 10-мӗшӗ тӗлне «Искра» колхоз 40 гектар урпа, 36 гектар викӑпа сӗлӗ хутӑшӗ, «Дружба» ЯХПК 20 гектар сӗлӗ, «Комсомольские овощи» агрофирма 63 гектар тулӑ, Самаринӑн фермер хуҫалӑхӗ 25 гектар урпа акнӑ.

Округпа пӗтӗмпе 1767 гектар нумай ҫул ӳсекен курӑксене апатлантарнӑ, 2498 гектар сӳреленӗ. «Урожай», «Искра» колхозсенче, «Труд», «Рассвет», «Победа» ЯХПКсенче, «Слава картофелю», «Комсомольские овощи» агрофирмӑсенче, «Родина» ОООра ҫур тыррисем акма ҫӗр хатӗрлеҫҫӗ.

Ҫӗрсем пиҫсе ҫитнӗ май округри ытти хуҫалӑхсенче те техника хире тухӗ.

Ремис Шарафутдинов,

тӗп специалист-эксперт.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *