Ҫуллахи сезона уҫрӗҫ

Хирти Явӑш пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул стадионне ҫуллахи сезона уҫма пуҫтарӑннӑ спорт тусӗсене лайӑх кӑтартусем тума савӑнтарас тенӗн, апрелӗн 8-мӗшӗнче ҫанталӑкӗ те хӗвеллӗ те уяр пулчӗ. Округри вӑтам тата пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулсенче вӗренекенсем 1000, 2000, 3000 метрлӑ дистанцисенче тупӑшрӗҫ.

Ӑмӑртӑва килнисене округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗрентӳ пайӗн начальникӗ Ю.Н.Митюков, Элпуҫ территори уйрӑмӗн начальникӗ Р.Ф.Асеинов, Хирти Явӑш пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулӗн директорӗ Н.Г.Ильин тата  ыттисем те саламларӗҫ, тупӑшусенче ӑнӑҫусемпе  ҫитӗнӳсем сунчӗҫ.

Малтанах старта 2010 ҫулта ҫуралнӑ тата кӗҫӗнрех арҫын ачасем тӑчӗҫ. Кунта Августин Мусорин пӗрремӗш, Егор Кзыков иккӗмӗш, Артемий Нестеров виҫҫӗмӗш вырӑнсене ҫӗнсе илчӗҫ. Ҫак ӳсӗмри хӗр ачасенчен малти виҫӗ вырӑна Ульяна Васильева, Пинеслу Семенова, Эльвина Айнетдинова тивӗҫрӗҫ. 2008—2009 ҫулсенче ҫуралнисем хушшинче чи пултарулли Ярослав Кокорев пулчӗ. Александр Алексеев финиша иккӗмӗш, Расиль Гайнуллов виҫҫӗмӗш ҫитрӗҫ. Ку ӳсӗмри хӗр ачасенчен чи маттурри Милена Лукиянова пулни палӑрчӗ. Гузель Шарафутдиновӑпа Надежда Карсунова ун хыҫҫӑнхи вырӑнсене тивӗҫрӗҫ.

2006—2007 ҫулсенче кун ҫутине килнӗ спорт- сменсем хушшинче те тупӑшу хӗрӳ иртрӗ.  Максим Мышкин дистанцие чи малтан вӗҫлерӗ. Семен Чебанинпа Тимур Никитин финиша ун хыҫҫӑн ҫитрӗҫ. Ҫав ҫулсенчи хӗрсенчен Софья Осипова чемпионка пулса тӑчӗ. Камиля Сахаровӑпа Нарспи Басникова иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене ҫӗнсе илчӗҫ. 2004—2005 ҫулсенче ҫуралнӑ арҫын ачасенчен Айназ Алимов чи лайӑх вӑхӑт кӑтартрӗ. Дмитрий Герасимовпа Рияз Хамбиков дистанцие ун хыҫҫӑн вӗҫлерӗҫ. Ку ӳсӗмрех Татьяна Прокопьевӑпа Елизавета Дряблова ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑчӗҫ. Ветерансем хушшинче Владимир Гаврилов мала тухрӗ.

Ҫӗнтерӳҫӗсем наградӑсене тивӗҫрӗҫ. Шкулсенче вӗренекенсем ӑмӑртӑва хастар хутшӑннине палӑртма кӑмӑллӑ.  Аслӑрах ӳсӗмри спорта юратакансем те старта тӑнӑ пулсан ӑмӑрту татах та интереслӗ пулнӑ пулӗччӗ. Сезон уҫӑлчӗ, спорта юратакансене малашне ҫӗнӗ тупӑшусем кӗтеҫҫӗ. Вӗсене те хастар хутшӑнса ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫу сунатӑп.

Валерий ДЕНИСОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *