Понедельник, 24 июня

Ҫулталӑка савӑнӑҫлӑн уҫнӑ

Ҫулталӑка савӑнӑҫлӑн уҫнӑ

2023 ҫул паллӑ пулӑмсемпе палӑрса тӑрать. Кӑҫал Раҫҫей педагогикине никӗсленӗ Константин Ушинский ҫуралнӑранпа 200 ҫул ҫитет. Чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗн Иван Яковлевӑн 175 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫавӑнпа та Шупашкарта Раҫҫейри Педагог тата наставник ҫулталӑкне савӑнӑҫлӑ уҫнӑ ятпа ирттернӗ мероприятире те вӗсен ячӗсене пӗрре мар ырӑпа асӑнса хӑварнӑ.

Республикӑри ачасене пӗлӳ парас енӗпе тава тивӗҫлӗ ӗҫсем тунӑ вӗрентекенсем, педагогика ветеранӗсем, учительсен ҫемье династийӗсене тӑсакансем мартӑн 29-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрне йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Малтанах вӗсем РФ Ҫут ӗҫ министрӗн Сергей Кравцовӑн видео саламӗпе паллашнӑ. ЧР вӗрентӳ министрӗ Дмитрий Захаров республикӑра вӗрентӳ ӗҫӗ мӗнле пулса пынипе, малашнехи тӗллевсемпе паллаштарнӑ.

ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев педагогсене саламласа правительство республикӑра ачасене вӗрентес ӗҫе лайӑхлатас тӗлӗшпе май килнӗ таран пулӑшса пынине палӑртнӑ. Чӑваш Енре ҫитӗнекен ӑрӑва пӗлӳ, тивӗҫлӗ воспитани парас  енӗпе 20 пин ытла педагог тӑрӑшать. Вӗсем хӑйсен ӗҫне пахалӑхлӑ пурнӑҫлас тесе вӑй хураҫҫӗ. Ҫакна  вӗренекенӗсен ҫитӗнӗвӗсем те ҫирӗплетеҫҫӗ. Педагогика ӗҫӗнче пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ вӗрентекенсене правительство наградисем панӑ.

Уява ҫавӑн пекех РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем Анатолий Аксаков, Алла Салаева, ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Леонид Черкесов хутшӑннӑ.

Педагог тата наставник ҫулталӑкне уҫнӑ ҫӗрте пирӗн округри вӗрентекенсен 15 ҫынран тӑракан делегацийӗ те пулнӑ. Вӗсем И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчи интерактивлӑ лаптӑка ҫитсе курнӑ, савӑнӑҫлӑ мероприятие хутшӑннӑ.

Пирӗн округри вӗрентекенсем хушшинче те пултаруллӑ та хастар ҫынсем йышлӑ. Вӗсем малашне те ачасене пӗлӳ парас сӑваплӑ ӗҫре чун-чӗререн тӑрӑшасса, ҫитӗнекен ӑрӑва тивӗҫлӗ воспитани парса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларас тесе вӑй хурасса шанас килет.

(Хамӑр инф).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *