Хӑв суйласа илнӗ профессие чунтан юрататӑн пулсан ӗҫ вырӑнне те хавхаланупа килетӗн. Ҫӗнӗ Кипеҫри фельдшерпа акушер пунктӗнче тӑрӑшакан Галина Николаевна Кольцова та паян яланхиллех уҫӑ кӑмӑлпа ҫитрӗ. Фельдшер ӗҫӗ ҫӑмӑл тесе калаймӑн, явалӑхӗ те пысӑк унӑн. Ҫӗнӗ Кипеҫпе Тӗвенеш ялӗсем пысӑках мар, анчах та куллен вуншар ҫын тӗрлӗ ыйтупа кӗрсе тухать унта.
Паян та ирех темиҫе ҫын килме ӗлкӗрнӗ. ФАПа ытларах аслӑ ӳсӗмри ҫынсем ҫитеҫҫӗ. Ватлӑх ватлӑхах ҫав, вӗсен шӑм-шакӗ ҫанталӑк улшӑннине те хӑвӑрт туять, организмӗ те хавшасах пырать. Галина Николаевна вӗсене ӑшӑ кӑмӑлпа кӗтсе илет, мӗн хумхантарни пирки ыйтса пӗлет. «Ытла та ӑшӑ кӑмӑллӑ-ҫке вӑл, унӑн ҫепӗҫ сассине илтсен ыратни те иртсе кайнӑ пек пулать», — теҫҫӗ мучисемпе кинемейсем.
Янкасси хӗрӗн ачалӑхӗ хӑй ҫулӗсенчи ялти ытти шӑпӑрлансеннинчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑман. Вӗсем пекех, куллен Нӗркеҫри сакӑр ҫул вӗренмелли шкула чупнӑ, ҫу кунӗсенче пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхра ӗҫленӗ, пушӑ вӑхӑт тупӑнсанах выляса савӑннӑ… Чир-чӗрпе асапланакансене курсан, пӗчӗк пулсан та, Гальӑн чунӗ ыратнӑ, вӗсене ҫийӗнчех пулӑшас килнӗ. Ҫакна тума вара пӗлӳ кирлине ӑнланнӑ, шӑпах ҫав вӑхӑтсенчех унра медицина ӗҫченӗ пулас ӗмӗт ҫуралнӑ. Ҫавӑнпа та шкулта тӑрӑшса вӗреннӗ вӑл, пулас профессие алла илме кирлӗ предметсене — химипе биологине — уйрӑмах юратнӑ. 1988 ҫулта, Ҫӗнӗ Кипеҫ вӑтам шкулне вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн, тӳрех Канашри медицина училищине ҫул тытнӑ. Ӑна ӑнӑҫлӑ пӗтерсен тӑван тӑрӑхах таврӑнать вӑл. 1991 ҫулта Нӗркеҫри фельдшерпа акушер пунктӗнче ӗҫлеме пуҫлать. Малтанхи ҫулсенче ҫӑмӑлах пулман ӑна паллах. Теориллӗ пӗлӳ пӗрре, кулленхи ӗҫре урӑхларах. Училищӗре илнӗ пӗлӳпе ҫынсене тӗрӗс сиплесси — пысӑк яваплӑх. Тӑрӑшнине кура, ҫамрӑк медсестран ӑсталӑхӗ те куллен ӳссе пырать.
Пултаруллӑ та илемлӗ пикене Хирти Ӗнел каччи Вячеслав Кольцов куҫ хывать. Пӗр-пӗрне юратакансем кӗҫех мӑшӑрланаҫҫӗ. Галина Николаевнӑн кулленхи ӗҫӗ ҫумне ҫемье, килти хуҫалӑх ыйтӑвӗсем те хутшӑнаҫҫӗ. Апла пулин те Гиппократ тупи пирки манмасть вӑл. Ялта ҫапла ҫав, чирлесен, суранлансан чи малтан ҫывӑхра пурӑнакан медицина ӗҫченӗ патне пыраҫҫӗ. Чир-чӗрӗ, аманасси вара ҫанталӑкне те, каҫпа-ирпене те пӑхмасть. Декретлӑ отпускра ларнӑ вӑхӑтра та, ҫӗр варринче те йывӑрлӑхсене лекнӗ ҫынсене пулӑшу пама ҫула тухни пӗрре мар пулнӑ.
2013 ҫулта Г.Кольцова Ҫӗнӗ Кипеҫри фельдшерпа акушер пунктӗнче ӗҫлеме пуҫлать. Икӗ ял халӑхӗпе хӑвӑрт пӗр чӗлхе тупать вӑл, вӗсемшӗн ҫывӑх ҫын пулса тӑрать. Тивӗҫлӗ медицина пулӑшӑвӗ пама условисем ҫителӗклӗ пулмалла. «Сывлӑх» наци проекчӗпе 2019 ҫулта Ҫӗнӗ Кипеҫри ФАП ҫуртне тӗпрен юсанӑ. Ӑна ҫӗнӗ йышши оборудованипе тивӗҫтернӗ. «Хамӑн ӗҫ пӳлӗмӗпе кӑмӑллӑ. Ҫӗнӗрен тунӑ ФАПсенчен пӗрре те уйрӑлса тӑмасть», — кӑмӑллӑн пӗлтерет вӑл.
Ҫӗнӗ Кипеҫпе Тӗвенеш ялӗсенче пурӑнакан 200 ытла ҫын вӑхӑтра медицина пулӑшӑвӗ илтӗр тесе тӑрӑшать Г.Кольцова. Ялта пурӑнакансенчен ытларахӑшӗ юн пусӑмӗпе ҫыхӑннӑ чирсемпе аптранине палӑртать вӑл. Ялсенче аслӑрах ӳсӗмри ҫын та нумай. Вӗсем хушшинче ҫӳрейменнисем те пур. Ун пеккисем патне килнех ҫитет вӑл, сывлӑхӗпе интересленет, кирлӗ пулсан пулӑшу пама тӑрӑшать. Вырӑнпах выртакансем патне участокри тухтӑра чӗнсе илет, вӑл ҫырса панӑ сиплевсене пурнӑҫлать. Ҫапла вара шурӑ халатлӑ ӗҫченӗн канмалли кунсенче те ҫула тухма тивет.
Чирлисене сиплени пӗрре, чирӗсем ан пулччӑр тесе тӑрӑшмалла. Ҫавӑнпа та вӑл е ку амак сиксе ан тухтӑр тесен профилактика ӗҫӗсем тумалла. Ҫак чӑнлӑха 30 ҫул ытла сывлӑха сыхлас ӗҫре тӑрӑшакан Г.Кольцова лайӑх ӑнланать. Ял ҫыннисемпе тӑтӑшах калаҫусем ирттерме тӑрӑшать. Прививкӑсем вӑхӑтра туни вӑл е ку чиртен сыхланма, диспансеризаци витӗр тухни маларах тупса палӑртма май парать. Галина Николаевнӑна ял ҫыннисем чылай чухне чир шала кайсан ҫеҫ тухтӑрсем патне пыни те пӑшӑрхантарать. «Тӗрӗслеве чӗнсен хӑшӗ-пӗри алӑ сулать. Организмри улшӑнусене ҫийӗнчех тупса палӑртни ҫынсемшӗн хӑйсемшӗнех лайӑх-ҫке, вӑхӑтра сипленме май парать», — тет вӑл.
Ялти фельдшерӑн ӗҫӗ тӗрлӗ енлӗ. Вӗсене пурне те тӗплӗн каласа та, ҫырса та пӗтереймӗн. Йывӑр ҫын хӗрарӑмсене те, тин ҫуралнӑ ачасемпе амӑшӗсене те, ҫул ҫитменнисене те, инвалидсене те кашнине хӑнеевӗр пулӑшу кирлӗ. Пур ҫӗре те мӗн пултарнӑ таран ҫитме тӑрӑшать Галина Николаевна. Эрнере икӗ хутчен аслӑрах ӳсӗмри ҫынсем ун патне хускану хӑнӑхтарӑвӗсем тума ҫӳреҫҫӗ.
Г.Кольцова ялти обществӑлла ӗҫсенче те хастар. Спорт ӑмӑртӑвӗсене яланах хутшӑнма тӑрӑшать вӑл. Ял ҫыннисене те сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма хавхалантарать.
— Хама сывмар туйсан яланах медпункта килетӗп. Галина Николаевна кӑмӑллӑ кӗтсе илет, ыйтусем пулсан хуравлать, каласа ӑнлантарать. Укол тунӑ чухне те ыраттармасть, аллисем ҫемҫе унӑн. Чӑннипех те медицина ӗҫченӗ пулма ҫуралнӑскерех вӑл. Унӑн ӗҫӗпе эпӗ питӗ кӑмӑллӑ. Анлӑ тавракурӑмлӑскер, пире эмелпе те, ӑшӑ сӑмахсемпе те сиплет, — пӗлтерчӗ фельдшерпа акушер пунктӗнчен тухакан пӗр ватӑ ҫын. Апла пулсан чӑннипех те ял халӑхӗ юратать, хисеплет ӑна.
Хастар ӗҫшӗн Г.Кольцовӑна 2018 ҫулта Чӑваш Республикин Сывлӑха сыхлас ӗҫ министерствин Хисеп грамотине парса чыс тунӑ. Унӑн ытти награда та чылай. Малашне те халӑх сывлӑхӗн хуралӗнче пархатарлӑ ӗҫре ӑнӑҫу сунатпӑр.
Юрий Гаврилов.