Воскресенье, 14 июля

Вӗрентекенсене тав турӗҫ

Вӗрентекенсене тав турӗҫ

Педагог тата наставник ҫулне уҫса Александровка территори уйрӑмне кӗрекен Хырай ,нел,  Ҫӗнӗ Сӗнтӗр,  Александровка ялӗсенче пурӑнакансем уяв каҫӗ йӗркелерӗҫ.  Галинӑпа Валерий Ванюркинсем,  Елена Албутова,  Вера Тарасова культура ӗҫченӗсем,  шкул коллективӗсем вӑл  ҫӳллӗ шайра ирттӗр тесе нумай тӑрӑшрӗҫ.  Тӗлпулӑва ку тӑрӑхри шкулсенче ачасене пӗлӳ парас енӗпе нумай ҫул тӑрӑшнӑ Р. И. Чемешева,  А. М. Чемешева,  Н. Я. Зайцева педагог-ветерансене те чӗннӗ.

Нина Яковлевна ӗмӗр тӑршшӗпех Хырай Ӗнел вӑтам шкулӗнче тӑрӑшнӑ,  ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ.  Вӑл учительпе ача пирки ҫырнӑ сӑвва пурин чун-чӗрине те тыткӑнламалла вуласа пачӗ.  Рева Игнатьевна,  ҫав шкул директорӗнче нумай ҫул ӗҫленӗскер,  сцена ҫине 19-мӗш ӗмӗрти поэтсен хайлавӗсемпе тухрӗ,  вӗсене хавхаланса вуларӗ.

Ҫак каҫа чӑваш халӑх поэчӗ,  пирӗн ентеш Валери Туркай,  «Искра» колхоз председателӗ А. Н. Зайцев,  «Родина» ООО ертӳҫи А. Е. Потемкин хутшӑнчӗҫ.  Вӗсем хӑйсен вӗрентекенӗсене чун-чӗререн тав турӗҫ,  нумай ӑшӑ сӑмах каларӗҫ.

Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешсем ҫинчен те асӑнса хӑварчӗҫ.  Александровка ял территори уйрӑмӗн начальникӗ Л. А. Полякова,  С. В. Антонов вӗрентекен ҫар ҫыннисене пулӑшас тӗлӗшпе ял-йыш чылай ӗҫ тунине палӑртса хӑварчӗҫ.  

Кӑҫал республикӑра Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ тесе палӑртнӑ.  Ачасем пуҫтарӑннисене хаваслӑ юрӑ-кӗвӗ парнелерӗҫ.  Юратнӑ вӗрентекенсене халалланӑ юрӑсем,  сӑвӑсем чылай пулчӗҫ ҫак каҫра.  Вӑл пуриншӗн те асра юлмалла иртрӗ.  

Г. ПЕТРОВА,  

педагог-ветеран.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *