Понедельник, 15 июля

Пӗрле тӑрӑшсан ҫитӗнӳсем пулӗҫ

Пӗрле тӑрӑшсан ҫитӗнӳсем пулӗҫ

Муниципаллӑ округӑн 2022 ҫулхи социаллӑ-экономикӑлла кӑтартӑвӗсене пӑхса тухрӗҫ, малашнехи тӗллевсене палӑртрӗҫ.

Канашлу пуҫланиччен округ пуҫлӑхӗ А.Н.Осипов, ЧР физкультурӑпа спорт министрӗ В.В.Петров, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ П.С.Краснов культура ҫурчӗн фойинче шкулсенчи «Точка роста» центр йӗркеленӗ выставкӑпа интересленсех паллашрӗҫ. Ачасенче — пуласлӑх, тетпӗр те, вӗсем технологи урокӗсенче, кружоксенче ӑсталанӑ япаласене курсан пирӗн округри вӗренӳ учрежденийӗсенче пӗлӳ илекенсем хушшинче чӑннипех те пултаруллисем, мал ӗмӗтлисем чылай пулни курӑнчӗ. Вӗренекенсен хӑйнеевӗр шухӑшлавӗшӗн, тӗнчекурӑмӗшӗн влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсем мухтаса хавхалантарни, вӗсен ӗҫӗсене хаклани ачасемшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Округӑн малашнехи аталанӑвне те ҫамрӑксенче курать А.Осипов. Ҫакна вӑл канашлура отчет тунӑ чухне те пӗрре мар палӑртрӗ. Малтанах уйрӑмах пултарулӑхпа палӑрнӑшӑн Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн стипендине илме     тивӗҫ пулнисене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура свидетельствӑсем пани те ахальтен     мар.

Округ пурнӑҫне ҫынсем тӑваҫҫӗ. Ҫавӑнпах пулӗ пуҫлӑх социаллӑ-демографиллӗ лару-тӑру ҫинче тӗплӗн чарӑнса тӑчӗ. Шел пулин те, кӑтартусем питех савӑнтармаҫҫӗ. Округра пурӑнакансен йышӗ чаксах пырать. Вилеслӗх ҫураласлӑхран пысӑкрах. Чи пӑшӑрхантараканни — ялсене пурӑнма ҫамрӑксем сахал юлни. Анлӑ сарӑлнӑ сӑлтавсенчен пӗри — пурнӑҫпа йӑла ыйтӑвӗсенчен ытларах вырӑнта яланлӑх ӗҫ ҫукки. Ҫавӑнпа та Александр Николаевич округ территорийӗнче ҫӗнӗ производствӑсем уҫас, инвестици проекчӗсене ӗҫе кӗртес енӗпе тухӑҫлӑрах вӑй хумаллине палӑртрӗ. Уй-хир, выльӑх-чӗрлӗх продукцийӗсем туса илнипе анчах мар, вӗсене вырӑнтах тирпейлес енӗпе тимлӗрех тӑрӑшмалли ҫинче тепӗр хут чарӑнса тӑчӗ.

Округра иртнӗ ҫул инфраструктурӑна аталантарас енӗпе чылай ӗҫ пурнӑҫланӑ. 28 миллион тенкӗлӗх ялти пуҫаруллӑ 36 проекта ӗҫе кӗртнӗ. Ҫул-йӗр тӑвас, пахалӑхлӑ шывпа тивӗҫтерес, социаллӑ-культурӑллӑ объектсем ҫӗклес енӗпе те нумай тӑрӑшнӑ. Анчах та мӗн тунипе ҫеҫ ҫырлахса лармалла мар. Ӗҫе ҫӗнӗлӗхсем кӗртмелле, ҫӗнӗ технологисене алла илсе пымалла.

Округ пуҫлӑхӗ ял хуҫалӑх, промышленность, сывлӑха сыхлас, вӗренӳ, культура тата ытти отрасльсенчи кӑтартусемпе паллаштарчӗ, кӑҫал тата малашлӑхра тумалли ӗҫсене палӑртса хӑварчӗ. Александр Николаевич, округӑн аталану стратегине палӑртнӑ май, ҫамрӑксене пуҫаруллӑрах пулма сӗнчӗ.

ЧР физкультурӑпа спорт министрӗ В.В.Петров та хӑйӗн сӑмахӗнче асӑннӑ тӗллевсене пурнӑҫлас тесен пурте пӗрле тӑрӑшмаллине палӑртрӗ. Округра кӑҫал хута ямалли, юсамалли спорт обьекчӗсем пирки каласа пачӗ. «Спорт — пурнӑҫ йӗрки» федераллӑ программӑпа пурнӑҫламалли ытти ыйтусем ҫинче те чарӑнса тӑчӗ.

ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ П.С.Краснов ялсене аталантарас енӗпе йышӑннӑ федераллӑ проектсене ӗҫе кӗртессипе округра аван ӗҫленине асӑнчӗ, малашне те тӑрӑшма ӑнӑҫу сунчӗ.

Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗ кашни ҫыннах хумхантарать. Ҫавӑнпах пӗр мероприяти те  ун пирки асӑнмасӑр иртмест. Канашлӑва хутшӑнакансем Донецк тата Луганск Халӑх Республикисенчи ҫар операцине хутшӑннӑ Дмитрий Геннадьевич сӑмахӗсене хумханса итлерӗҫ.

Иртнӗ ҫулхи ӗҫ кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетнӗ, тӗллевсем паллӑ. Округ малашне те аталантӑр, ялсенче пурӑнакансен пурнӑҫпа йӑла ыйтӑвӗсем лайӑхланччӑр тесен пурин те пӗрле, пӗр-пӗрне ӑнланса ӗҫлемелле. Ҫапла тӑрӑшсан ҫеҫ ҫитӗнӳсем пулӗҫ. Ҫак шухӑш пулчӗ канашлура.

Ю.Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *