Четверг, 28 сентября

Спартакиада пуҫланчӗ

Спартакиада пуҫланчӗ

Февралӗн 18-мӗшӗнче Комсомольски муниципаллӑ округӗн команди Чӑваш Республикин патшалӑх служащийӗсен 21-мӗш Спартакиадин I тапхӑрне хутшӑннӑ. Унта регионӑн мӗнпур влаҫ органӗсен представителӗсем ҫума-ҫумӑн тӑрса тупӑшнӑ.

Олимп резервӗн 2-мӗш номерлӗ спорт шкулӗн юр трасси ҫинче 45 йӗлтӗр дружини тӗл пулнӑ: федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫӑн республикӑри территори органӗсен 8 команди, Чӑваш Енӗн патшалӑх влаҫ тытӑмӗнче ӗҫлекенсен 17 команди тата республикӑри муниципалитетсен 20 команди.

Республика правительстви физкультурӑпа спорта аталантарасси ҫине тимлӗх уйӑрнипе йӗлтӗрпе ярӑнмалли трассӑна питӗ лайӑх хатӗрленӗ. Ҫакнашкал мероприятисене хутшӑнни чун хавалне пиҫӗхтерет, ҫӗнтерӳ патне ӑнтӑлма кӑмӑла ҫӗклет. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗреймен пулин те, пирӗн команда вӑйлӑ йӗлтӗрҫӗсем хушшинчи  чуна тыткӑнлакан кӗрешӳре кайри те пулман, вӑй-хал енчен лайӑх хатӗрленнине кӑтартса панӑ.

Сӑн ӳкерчӗкре (сулахайран сылтӑмалла): Тукай территори уйрӑмӗн начальникӗ Петр Игнатьев, пирӗн ентеш — Шупашкарти 2 № Олимп резервӗн спорт шкулӗн директорӗ Николай Лисин, тӗп специалист-эксперт Любовь Степанова, Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Александр Осипов, ЧР физкультурӑпа спорт министрӗ Василий Петров, кадрсемпе ӗҫлекен сектор заведующийӗ Анжелика Куданова, Хырхӗрри территори уйрӑмӗн начальникӗ Алексей Гаврилов.

(ХАМӐР ИНФ).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *