Воскресенье, 28 апреля

Ҫӗнӗ урамсем уҫӑлаҫҫӗ, ялсем пысӑкланаҫҫӗ

Ҫӗнӗ урамсем уҫӑлаҫҫӗ, ялсем пысӑкланаҫҫӗ

Урмаел территори уйрӑмне Урмаел тата Тукай Мишер ялӗсем кӗреҫҫӗ. Февралӗн  15-мӗшӗнче вӗсенче иккӗшӗнче те граждансен пухӑвӗсем пулса иртрӗҫ.

Малтанах Урмаел территори уйрӑмӗн начальникӗ А.Г. Ямалетдинов ялсен социаллӑ-культурӑллӑ пурнӑҫӗпе паллаштарса отчет туса пачӗ. Округри ҫак икӗ ял та аталанса, ӳссе пыни палӑрать. Вӗсенче ҫӗнӗ урамсем уҫӑлаҫҫӗ, капмар ҫуртсем ҫӗкленеҫҫӗ. Ҫакӑ, паллах, чи малтан социаллӑ-демографиллӗ лару-тӑрупа ҫыхӑннӑ. Ҫамрӑксем яла юлма тӑрӑшаҫҫӗ, ҫемье чӑмӑртаса ача-пӑча ҫуратса ӳстереҫҫӗ. Кунта ҫуралакансем вилекенсенчен ытларах. Ку кӑтартупа вӑл  республика шайӗнче те палӑрса тӑрать. Иртнӗ ҫул икӗ ялта 46 ача ҫут тӗнчене килнӗ, 44 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Маларахри ҫулсенче ҫуралакансен йышӗ татах та ытларах пулнӑ. Кӑҫалхи ҫул пуҫланнӑ тӗле Урмаел ялӗнчи 918 ҫуртра 3260 ҫын, Тукай Мишер ялӗнчи 462 килте 1925 ҫын шутланнӑ. Ялсем пысӑк, пурӑнакан йышлӑ. Ҫавӑнпа та вӗсен социаллӑ ифраструктурине аталантарас тӗлӗшпе  уйрӑмах нумай ӗҫлеме тивнӗ.

Иртнӗ ҫул Урмаел тата Тукай Мишер ялӗсенчи ҫулсене юсанӑ, Сабантуй ирттерекен вырӑна тата Урмаел ялӗнчи культура ҫурчӗ ҫывӑхӗнчи территорие тирпей-илем кӗртнӗ, Урмаел ялӗнчи Ф.Бурнаш  урамӗнчи трансформатора улӑштарнӑ. Чылай ӗҫе пуҫаруллӑ проектсене хутшӑнса пурнӑҫланӑ. Икӗ ялти ҫӗнӗ урамсене ҫул сарнӑ, электричество, шыв, газ кӗртнӗ. Кӑҫал та палӑртнӑ тӗллевсем нумай.

Пуху ӗҫне муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ А.Н.Осипов пӗтӗмлетрӗ. Ку территори уйрӑмӗнче ҫынсен пурнӑҫне лайӑхлатас тӗлӗшпе чылай ӗҫ тунине палӑртрӗ. Малашне те тӑрӑшуллӑ пулма ӑнӑҫу сунчӗ.

ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ П.С.Краснов, округри патшалӑх влаҫӗн  тӗрлӗ органӗ- сенче ӗҫлекенсем тухса калаҫрӗҫ, пухӑва пуҫтарӑннисене ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарчӗҫ, ыйтусем ҫине хуравларӗҫ.

Д.Абулханова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *