Суббота, 27 апреля

Ял ҫыннин ыйту нумай

Ял ҫыннин ыйту нумай

Ытларикун, февралӗн 14-мӗшӗнче, Хырхӗрри территори уйрӑмӗнчи граждансен пухӑвӗсем пулчӗҫ. Ку уйрӑма пилӗк ял кӗнӗ май, вӗсене икӗ вырӑнта ирттерчӗҫ — Хырхӗрринчи культура ҫуртӗнче  тата Вӑрманхӗрри Чурачӑк ял клубӗнче.

Икӗ ялӗнче те пухӑннисем умӗнче  малтанах Хырхӗрри территори уйрӑмӗн начальникӗ Алексей Гаврилов 2022 ҫулта пурнӑҫланӑ ӗҫ-хӗл ҫинчен тӗплӗ отчет туса пачӗ. Алексей Викторович ку ӗҫре ҫӗнӗ ҫын-ха, территориллӗ уйрӑм начальникӗнче январь уйӑхӗнчен ӗҫлеме пикеннӗ. Апла пулин те вӑл вӗрентӳ, медицина, культура сферисем, ял хуҫалӑх отраслӗ епле ӗҫлени, демографи лару-тӑрӑвӗ ҫинче тӗплӗн чарӑнса тӑчӗ. Ҫулталӑк хушшинче ку тӑрӑхра 6  ача ҫут тӗнчене килнӗ, 8 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Уйрӑм ҫынсен тупӑшӗнчен налук илмелли плана 103,3 процент тултарнӑ пулсан, ҫынсен ҫӗрӗ, пурлӑхӗ ҫине хуракан налуксене вара пуҫтарса ҫитереймен. Тулли мар мобилизаципе ку тӑрӑхран ятарлӑ ҫар операцине 4 арҫынна ӑсатнӑ.

Ялсене тирпей-илем кӗртес тӗллевпе пуҫаруллӑ бюджетировани шучӗпе чылай ӗҫ пурнӑҫланӑ. Ҫав укҫа-тенкӗпе пушар резервуарӗсене йӗркене кӗртнӗ, Хырхӗрринчи ача-пӑча площадкине хӑтланӑ, Кӗтне Пасарӗнчи ҫула, масар картисене юсанӑ. Кӑҫала валли 4 проект хатӗрленӗ, пурте пӗрле тӑрӑшсан вӗсене пурнӑҫа кӗртме пулатех.  

Хырхӗрри ялӗнчи пуху ӗҫне муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Александр Осипов та хутшӑнчӗ. Вӑл ку тӑрӑхри ҫынсене ятарлӑ ҫар операцийӗнчи ентешсене гуманитари пулӑшӑвӗ панӑшӑн тав турӗ, малашне те ҫак ӗҫе хастар хутшӑнма чӗнсе каларӗ. Ял ҫыннисем панӑ ыйтусене хуравларӗ, ҫав самантрах татса пама май ҫуккисене ҫырса пычӗ. Чылай ыйту ҫӗклени кунти ҫынсене пурӑнакан кӗтес шӑпи чӑннипех те хумхантарнине пӗлтерет ӗнтӗ. Акӑ, Кӗтне Пасар, Хурнай, Хырхӗрри, Эткер ялӗсенче иртнӗ ҫул кӳлӗсене тасатнӑ, анчах вӗсен таврашӗнчи ӗҫсене вӗҫне ҫитерменни халӑха пӑшӑрхантарать. Ҫавӑн пекех кӗтӗве тухнӑ ӗне выльӑха ӗҫтерме шыв ҫук-мӗн. Александр Николаевич вырӑнти хӑйтытӑмлӑх пуҫлӑхне, «Восток» кооператив председательне Валерий Михеева, депутатсене ку лару-тӑрӑва тӗрӗслесе тӑма, пӗрле вӗҫне ҫитерме хушса хӑварчӗ. Интернет япӑх тытнине те асӑнчӗҫ, ҫакӑн сӑлтавӗ — ятарлӑ вышка лартманни. Ку ыйтӑва вара, ҫитес вӑхӑтра ҫыхӑнупа тивӗҫтерекен организаципе калаҫнӑ хыҫҫӑн, татса пама шантарчӗҫ. Ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫне хунӑ Сергей Новикова асӑнса аллея тума йышӑнчӗҫ. 

Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнче пурӑнакансем те чылай ыйту ҫӗклерӗҫ. Ҫынсене чи тавлаштараканни — тирпей-илем. Пӗрисем урамсене, ҫырма-ҫатрасене тасатаҫҫӗ, теприсем вара унта ҫӳп-ҫап пырса тӑкаҫҫӗ. Эпир пурӑнакан тавралӑх илемӗ, тасалӑхӗ хамӑртанах килнине хӑш-пӗрисем маннинчен килет ӗнтӗ ку. Кунсӑр пуҫне, ялти клубра ӗҫлекен ҫукран вӑл хупӑ тӑрать, медпункта вара юсама вӑхӑт ҫитнӗ. Район больницин тӗп врачӗ Инна Ефремова юлашки ыйту ҫине хуравласа медпункта кӑҫалах тӗпрен юсама май пуррине пӗлтерчӗ.  

Икӗ ялта иртнӗ пухусен ӗҫне ҫавӑн пекех муниципаллӑ округ депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ Сергей Катиков, тӗрлӗ организацисен специалисчӗсем, участокри полици уполномоченнӑйӗ Алексей Соловьев та хутшӑнчӗҫ. Вӗсем хӑйсен ӗҫӗнчи ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарчӗҫ, ҫынсен ыйтӑвӗсене хуравларӗҫ, ҫӗнӗ ертӳҫӗне ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме сунчӗҫ. Алексей Гаврилов — ҫамрӑк, вӑйпитти арҫын, ку тӑрӑхшӑн ют ҫын мар. Маларах Хырхӗрри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулӗнче физкультура учителӗнче тӑрӑшнӑ. Вӑл  вырӑнти халӑхпа пӗр чӗлхе тупса кал-кал ӗҫлесе каясса округ ертӳҫисем шанаҫҫӗ.

Л.ШУРЯШКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *