Суббота, 27 апреля

Аса илӳсенче – Афган вӑрҫи

34 ҫул каялла, 1989 ҫулхи февралӗн 15-мӗшӗнче, совет  ҫарӗсен юлашки колонни Афган ҫӗрӗнчен тухнӑ. Ҫак кун Афганистанра службӑра тӑракан пирӗн пин-пин ентешшӗн вӑрҫӑ вӗҫленнӗ.

Паллӑ пулӑма халалласа февралӗн 15-мӗшӗнче Афганистан ҫулӑмӗ витӗр тухнисем, саппасри пограничник-ветерансем, Тинӗс-ҫар флотӗнче службӑра пулнисем интернационалист-салтаксен ячӗпе Луцки ялӗнче лартнӑ палӑк умне чӗрӗ  чечексем, веноксем хучӗҫ. Вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнса шӑп тӑчӗҫ. Ун хыҫҫӑн вара  тӗп культура ҫуртӗнче тематикӑлла каҫ иртрӗ. Унта Афган вӑрҫине хутшӑннисем, вӗсен ҫывӑх ҫыннисем тата ыттисем те йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Муниципаллӑ округ администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Юрий Митюков, территори уйрӑмӗн начальникӗ Мария Илларионова, афганецсен районти организацийӗн председателӗ Виктор Гаврилов, Олег иерей, «Морское братство», «Пограничное братство» обществӑлла организацисен, ГСВГ ветеранӗсен вырӑнти уйрӑмӗсен представителӗсем тухса калаҫрӗҫ. Вӗсем пурне те ырлӑх-сывлӑх, мирлӗ тӳпе, тӑнӑҫлӑх сунчӗҫ.

Малалла пуҫтарӑннисем концертпа киленчӗҫ. Куракансем Виктор Гавриловӑн, Марина Волкован, Юлия Щетинкинан, «Виват» ушкӑнӑн, Комсомольскинчи ача-пӑча искусствӑсен шкулӗнче вӗренекенсен пултарулӑхне хапӑлласах йышӑнчӗҫ.  

Н.КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *