Суббота, 27 апреля

Халӑх хисепӗ – чи хакли

Ача чухне, ҫырма хӗрринче ашшӗпе кӗтӳ кӗтнӗ вӑхӑтра, ӳссен ветфельдшер пулатӑп тесе Рамиз шутламан паллах. Ӗнесем ҫӑвар тулли ҫӑра курӑка ҫыртса хыпнине, пӗчӗк путексем сиккелесе ҫӳресе амӑшӗсене кура унтан-кунтан ӳсен-тӑрана чӗпӗткелеме хӑтланнине сӑнанӑ май хӑйӗн пурнӑҫне выльӑх-чӗрлӗхпе ҫыхӑнтарасси пирки вара иккӗленмен. Кӗтӳре сурӑхсем пӑранласан пӗчӗк путексене алӑра сахал мар  ҫӗклесе яла таврӑнма  тивнӗ. Ҫулсем иртнӗҫемӗн выльӑх чирлесен пулӑшас, сиплес туртӑм унра вӑйлансах пынӑ.

Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи вӑтам шкултан вӗренсе тухсан Тутар Йӑвашкел каччи Р.Минатуллов Патӑрьелӗнчи СПТУна ҫул тытать. Унта ветеринар специальноҫне алла илет. 

Рамиз Рахимулловичпа калаҫса ларатпӑр та, кирек мӗн пирки сӑмах пуҫарсан та калаҫу выльӑх-чӗрлӗх патнех ҫаврӑнса ҫитет. 40 ҫула яхӑн вӗсене тӗрлӗ чиртен сиплес енӗпе тӑрӑшнӑскерӗн каламалли-пӗлтермелли нумай ӗнтӗ, вӑл темӗнле лару-тӑрӑва та лексе курнӑ. Чылай выльӑха вилӗм аллинчен туртса илнӗ. Ҫамрӑклах «Красный Октябрь» колхозӑн ферминче ветеринарта тӑрӑшма пуҫланӑскер, ӑсталӑхпа пӗлӗве  аталантарма И.Д.Григорьев ветврач нумай пулӑшнине асӑнать. Пурнӑҫ, кулленхи ӗҫ-хӗл те лайӑх вӗрентекен пулнӑ уншӑн. 1980 ҫулсенче колхозра выльӑх йышлӑ усранӑ. Пӗрлешӳллӗ хуҫалӑх ӗне выльӑхсӑр пуҫне сурӑхсем те нумай тытнӑ. Вӗсемпе куллен курнӑҫни, сывлӑхӗсене тӗрӗслени, сиплени хӑйӗн ҫимӗҫне панах. Кунсӑр пуҫне ялсенчи уйрӑм ҫынсем те пулӑшу ыйтсах тӑнӑ. Ҫакӑ теориллӗ пӗлӗве практикӑра ҫирӗплетсе пыма май кӳнӗ.

Р.Минатуллов  халӗ Аслӑ Ҫӗрпӳел тӑрӑхӗнчи ялсенчи чи ӑста ветеринар тесен те юрать пулӗ. Ку сӑмахсем  ӳстерсе калани мар. Чӑннипех те хисеплеҫҫӗ ӑна, вӑл темӗнле йывӑр лару-тӑрура та пулӑшасса шанаҫҫӗ. Ветеринар ӗҫӗ те медицинӑра вӑй хуракансенни евӗрлех, унӑн та кӑнтӑрла та, ҫӗрле те канӑҫ ҫук. Выльӑхсем аптраса ӳксен ӑшӑ вырӑн ҫинчен тӑрса ҫула тухни те пӗрре мар пулнӑ. Чӗлхесӗр янаварсене сипленипе пӗрлех хуҫисене кирлӗ канаш-сӗнӳ пама та ӳркенсе тӑмасть вӑл. Ҫавӑншӑн уйрӑмах кӑмӑллать ӑна ял-йыш.

Хальхи вӑхӑтра Рамиз Рахимуллович районти выльӑх- чӗрлӗх чирӗсене хирӗҫ кӗрешекен станцин Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи ветеринари пункчӗн заведующийӗнче вӑй хурать. Ку тӑрӑхра ял хуҫалӑхӗн пысӑк предприятийӗсем ҫук пулин те, ӗҫ нумай унӑн. Пилӗк ялти уйрӑм ҫынсен выльӑхӗсен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшать вӑл.

— Юлашки ҫулсенче харпӑр хӑй хуҫалӑхӗнче выльӑх шучӗ чакса пыни сисӗнет. Ку тӑрӑхри пилӗк ялта пурӗ 150 пуҫ сӑвакан ӗне анчах. Вӗсене те аслӑрах ӳсӗмри ҫынсем  тытаҫҫӗ. Сӑвакан ӗне усракан ҫамрӑк ҫемьесем сахал, — тет Р.Минатуллов. Пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсем саланса кайнӑ хыҫҫӑн  ӗнесене пӗтӗлентерес ыйту ҫивӗч тухса тӑнӑ. Ҫывӑхра ҫак тӗллевпе уйрӑм ҫынсем ятарласа вӑкӑр тытманнипе  ӗнисене кӳршӗ ялсене ҫавӑтса кайнисем те пулнӑ. Ку йывӑрлӑхран тухас тесе Рамиз Рахимуллович ӗнесене искусствӑлла майпа пӗтӗлентерес енӗпе ӗҫлеме пуҫланӑ. Ара, пӑрусемсӗр выльӑх шучӗ  ӳсмест-ҫке, продукци те пулмасть.

Паянхи кун ял ҫыннисем ытларах мӗнле пулӑшу ыйтнипе интереслентӗм. «Халӗ кашниех нумай сӗт паракан ӗнесем тытма тӑрӑшать. Вӗсене утӑпа, ҫӑнӑхпа тулӑх тӑрантараҫҫӗ. Ҫакӑ выльӑхран ытларах продукци илме ҫителӗклӗ тесе шутлаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах организма микроэлементсем те (шур тӑм, тӑвар… ) кирли пирки шутламаҫҫӗ. Пӗтӗ ӗне ҫавӑнпа йывӑрпа пӑрулать, ҫӑмӑлланнӑ хыҫҫӑн ура ҫине тӑраймасть. Тепӗр чирпе, трихомонозпа, «вӑкӑр чирӗ» те теҫҫӗ ӑна, аптранӑ тӗслӗх чылай тӗл пулать. Чӑннипе, унпа ӗнесем аптраҫҫӗ, вӑкӑра та лектереҫҫӗ. Кун пек чухне темиҫе хут ертсен те, ӗнесен ҫие юлмасть», — пӗлтерчӗ вӑл. Ҫавӑнпа кашни чирлӗ выльӑхӑн хуҫипе тӗплӗн калаҫма, ӑнлантарса пама тӑрӑшать. Апла пулин те, ветеринар канашӗсене вырӑна хуманнисем  пурри пӑшӑрхантарать ӑна.

Рамиз Рахимуллович Тутар Йӑвашкел ялӗн старости те. Вӑл пуҫарнипе,  ертсе пынипе халӑх масара тирпей-илем кӳнӗ, йӗри-тавра карта тытса ҫавӑрнӑ. Ял урамӗсен тасалӑхӗ пирки те тӑрӑшать вӑл. Тӑван ялӗ ватӑлса пыни, унта ҫамрӑксем пурӑнма юлманни те пӑшӑрхантарать ӑна.

Ҫак кунсенче Р.Минатуллов 60 ҫул тултарать. Унӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ унӑн выльӑх-чӗрлӗхпе, тӑван ялпа ҫыхӑннӑ. Мӑшӑрӗпе, Нурзида Имаметдиновнӑпа,  ывӑлпа хӗр пӑхса ҫитӗнтернӗ, пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Хастар ӗҫшӗн вӑл Хисеп грамотисемпе Тав хучӗсене тивӗҫнӗ-ха. Вӗсенчен пахараххи — ял ҫыннисен хисепӗ, унӑн ӗҫне хакласа тав туни. Апла пулсан вӑл халӑха кирлӗ ӗҫ тунӑ, тӑвать те.

Ю.Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *