Хырай ,нел вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене малалла пулӑшаҫҫӗ. Ачасемпе ашшӗ-амӑшӗ ӑшӑ тумтир, апат-ҫимӗҫ пуҫтарнӑччӗ. Нумаях пулмасть вара шкулти волонтерсем блиндаж ҫуртисем хатӗрлерӗҫ. Мӗн кирлине — консерва банкисем, картон, ӑвӑс (воск) — килӗсенчен илсе килчӗҫ. Ку ӗҫ ачасемшӗн ҫӗнӗлӗх пулсан та, ӑна хӑвӑрт хӑнӑхрӗҫ.
Паянхи кун ҫакӑн пек ҫуртасем салтаксене питӗ кирлӗ. Вӗсем 4-8 сехет таран ҫунма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсемпе усӑ курса апат е шыв ӑшӑтма та, атӑ-пушмака типӗтме те пулать. Ҫуртасем тӗтӗм кӑлармаҫҫӗ, тыткалама та меллӗ.
Шкул ачисем хӑйсем хатӗрленӗ ҫуртасене салтаксем патне ҫитерме Александровка территори уйрӑмӗн начальникне Л.А. Поляковӑна пачӗҫ.
С.Петрова,
социаллӑ педагог.