Вторник, 23 апреля

Ял пурнӑҫӗнче вак-тӗвек ҫук

Ял пурнӑҫӗнче вак-тӗвек ҫук

Иртнӗ эрнекун Йӳҫ Шӑхаль ялӗнчи культура ҫуртне халӑх йышлӑ пухӑнчӗ. Ял-йыша икӗ хутчен пуҫтарас мар тесе ертӳҫӗсем умлӑн-хыҫлӑн икӗ пуху ирттерме йышӑннӑ.

Пирваях «Победа» кооператив 2022 ҫулта епле ӗҫлесе пынипе паллаштарса хуҫалӑх правленийӗ, тӗп специалистсем отчет тунӑ. Ун хыҫҫӑн вара Йӳҫ Шӑхальте тата Юнтапара пурӑнакан граждансен пухӑвӗ пуҫланчӗ. Ун ӗҫне Комсомольски муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Александр Осипов, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Олег Мешков хутшӑнчӗҫ. Ял ҫыннисем Шурут территориллӗ уйрӑм начальникӗ Сергей Маштанов ҫулталӑк   тӑршшӗпе пурнӑҫланӑ ӗҫсем пирки тунӑ отчета итлерӗҫ. Кӑтартусене пӑхсан, ку тӑрӑх аван аталанса пырать темелле.  Пилӗк ялта пурӗ 1463 ҫын пурӑнать, вӗсенчен 336-шӗ — Йӳҫ Шӑхалӗнче, 151-ӗн — Юнтапара. Хальхи вӑхӑтра халӑх пурнӑҫне хӑтлӑлатас тӗлӗшпе сахал мар тимлеҫҫӗ. Урамсенчи ҫулсене вак чул сарса тикӗслеҫҫӗ, кӗперсене юсаҫҫӗ, ача-пӑча площадкисем тӑваҫҫӗ, хӑрнӑ йывӑҫсене касса тирпейлеҫҫӗ, тата ытти те. Ара, пилӗк яла тирпейлӗ-йӗркеллӗ тытса тӑрас тесен пурнӑҫламалли пайтах-ҫке. Ял ҫыннисем те ҫак ӗҫсенчен айккинче тӑмаҫҫӗ, пултарнӑ таран хӑйсен тӳпине хываҫҫӗ. Вырӑнти «Победа» тата «Урожай» хуҫалӑхсем транспортпа, укҫа-тенкӗпе, материалсемпе пулӑшма меслет тупаҫҫӗ. Паян ялсенче общество хастарӗсемпе пысӑк ӗҫ туса пыракансем пулни уйрӑмах хавхалантарать. Докладчик Юнтапа ялӗнчи кӳлле тирпейленӗ ҫӗре экскаватор парса пулӑшнӑшӑн Ильдар Багаутдинова палӑртса хӑварчӗ. «Пӗрлӗхре — вӑй, ӑнӑҫу, килӗшӳ, аталану» тесе ахальтен каламаҫҫӗ халӑхра.

Сергей Михайлович кӑҫал тумалли ӗҫсем ҫинче те чарӑнса тӑчӗ. Шурут-Нурӑс ялӗнчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра пуҫ хунӑ ентешсене асӑнса лартнӑ палӑка ҫӗнетмелле, Тутар Шурутра вара ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ туса пӗтерсе хута ямалла. «Урожай» колхоз хӑй вӑйӗпе пушар машинине тытса тӑрать, анчах унӑн цистерни тутӑхса-ҫӗрсе юрӑхсӑра тухнӑ. Ҫӗннине туянма 130 пин тенкӗ кирлӗ. Докладчик асӑннӑ суммӑна халӑхран пуҫтарма сӗнчӗ, ял ҫыннисем сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн сӗнӳпе килӗшрӗҫ. Килӗшмесӗр тӑраймӑн ӗнтӗ, мӗншӗн тесен инкек куҫа курӑнса килмест вӗт, пушар машини ҫывӑхрах пулнинчен ырри ҫук.

Территорири культура ҫурчӗсен, вулавӑшсен ӗҫченӗсем ҫынсем хӑйсен канӑвне усӑллӑ, савӑнӑҫлӑ ирттерччӗр тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем ял халӑхӗпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеҫҫӗ, тӗрлӗ мероприятисем йӗркелеҫҫӗ, пурнӑҫри ҫӗнӗлӗхсене те хӑнӑхса пыраҫҫӗ.

С.М.Маштанов отчет туса панӑ хыҫҫӑн ҫынсем тӗрлӗрен ыйту хускатрӗҫ:  урамсенче ҫутӑ ҫукки, лампочкӑсем час-часах ҫунса кайни, пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисӗ патне илсе пыракан ҫула сарасси, Юнтапапа Йӳҫ Шӑхаль ялӗсенчи культура ҫурчӗсем кивелсе ҫитни, спорт площадкисем йӗркелесси, ирхи автобус рейсне пӑрахтарни, тата ытти те.

Паллах, пухура хускатнӑ кашни ыйту пӗлтерӗшлӗ, кашни сӗнӳ паха пулни сисӗнчӗ. Вӗсем ҫине муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Александр Осипов, Шурут территориллӗ уйрӑм начальникӗ Сергей Маштанов тӗплӗ хуравсем пачӗҫ. Александр Николаевич типлӑ проектсемпе 50—100 вырӑнлӑ культура ҫурчӗсем тума май пуласса каларӗ. Пуҫаруллӑ бюджетирование хутшӑнсан тӑрӑхри нумай ыйтӑва татса пама пулнине палӑртрӗ. Ял ҫыннисем строительство ӗҫӗнче пулӑшма шантарчӗҫ, урӑхла пулма та пултараймасть ӗнтӗ, пӗтӗмпех вӗсен хӑтлӑхӗшӗн-ҫке, епле айккинче тӑрӑн.   

Ял ҫыннисем умӗнче тӗп больницӑн ертӳҫи И.И.Ефремова, РФ Социаллӑ фончӗн пирӗн округри клиент службин начальникӗ Н.В.Юманова, социаллӑ хӳтлӗх пайӗн начальникӗ И.Н. Долгова, халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центр специалисчӗ Е.С. Селиванова сӑмах илчӗҫ, ҫӗнӗ саккунсемпе паллаштарчӗҫ. Патшалӑх пушар надзорӗн инспекторӗ В.А.Давыдов пушартан сыхланмаллине, вут-ҫулӑм тухсан харпӑр хӑйне епле тытмаллине аса илтерчӗ. Выльӑх-чӗрлӗх чирӗсемпе кӗрешекен станци начальникӗ С.А.Васильев вара килти выльӑх, кайӑк-кӗшӗк туянсан карантинра тытмаллине палӑртса каларӗ.

Пурнӑҫра вак-тӗвек ҫук, ҫавӑнпа та ял пурнӑҫне, пуласлӑхне пырса тивекен ыйтусене пӗрле пухӑнса сӳтсе явни ҫав тери кирлӗ. Февралӗн 15-мӗшӗнче Шурут, Шурут-Нурӑс, Тутар Шурут ялӗсенче пурӑнакансем хӑйсен пухӑвне пуҫтарӑнӗҫ.

Л.ШУРЯШКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *