Воскресенье, 5 мая

Ҫӗнӗ ертӳҫӗ суйларӗҫ

Ҫӗнӗ ертӳҫӗ суйларӗҫ

Муниципаллӑ округри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче отчетлӑ тата отчетпа суйлав пухӑвӗсем те пуҫланчӗҫ.  Пӗрремӗшӗ «Труд» ял хуҫалӑх кооперативӗнче иртрӗ.

Пухӑва хуҫалӑх ертӳҫи Р.М. Шарафутдинов уҫрӗ, вӑлах   ертсе пычӗ. Кооперативӑн иртнӗ ҫулхи ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарма малтанах тӗп специалистсем сӑмах илчӗҫ. Вӗсем хӑйсен отраслӗсем мӗнле ӗҫлесе пынине цифрӑсем илсе кӑтартса  тӗплӗн каласа пачӗҫ, малашнехи тӗллевӗсене палӑртрӗҫ.

«Труд» ял хуҫалӑх производство кооперативӗ иртнӗ ҫул уй-хир ӗҫӗсене вӑхӑтра та пахалӑхлӑ пурнӑҫланӑ. Кашни гектар пуҫне шутласан 30 центнер ытларах пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем туса илнӗ. Кукуруза, выльӑх апачлӗх культурӑсем те япӑх мар тухӑҫпа савӑнтарнӑ. Ҫакӑ хуҫалӑхри выльӑх-чӗрлӗхе ӑнӑҫлӑ хӗл каҫарма ҫителӗклӗ апат хатӗрлеме май панӑ. Ҫитес тухӑҫ валли кӗркунне 201 гектар ҫине ыраш тата кӗрхи тулӑ акнӑ. Хирсенче тӗпрен илсен ҫӗртме туса хӑварнӑ. Хуҫалӑх вӑрлӑхсене ҫӗнетес енӗпе те ӗҫленӗ.

Кооперативри пӗтӗм ӗҫ техника ҫине тиенет. Ҫавӑнпа та кунта унӑн ӗмӗрне вӑрӑмлатассипе тӑрӑшнипе пӗрлех ҫӗнетес енӗпе те чылай ӗҫленӗ.  Юлашки ҫулсенче тракторсем, комбайнсем, кӑкарса ӗҫлемелли агрегатсем туяннӑ. Вӗсене илнӗ чухне патшалӑх пулӑшӑвӗпе туллин усӑ курма тӑрӑшнӑ.

Хуҫалӑх иртнӗ ҫул 39 миллион ытла тенкӗлӗх продукци туса илнӗ. Выльӑх-чӗрлӗх отраслӗ ыттисенчен нумайрах укҫа, 32 миллион ытла тенкӗ, панӑ. Таса тупӑш 9 миллион ытла тенкӗпе танлашать. Кооперативра выльӑх-чӗрлӗх  йышне пӗр шайрах тытса тӑраҫҫӗ, мӑйракаллӑ шултра выльӑх шутне чакарман. Кашни ӗнерен сӗт суса илессине виҫӗмҫулхинчен ӳстернӗ. Витесенче юсав ӗҫӗсем ирттернӗ, хӑш-пӗр оборудованине улӑштарнӑ. Сӗт ытларах тупӑш панине кура, малашне ку енӗпе татах та тӑрӑшарах ӗҫлемеллине палӑртрӗҫ.

Р.М.Шарафутдинов кооператив малалла та аталантӑр тесе чылай ӗҫ тунине асӑнчӗ. Шел пулин те, хуҫалӑхра ӗҫлекенсем ватӑлса пынине, ҫамрӑксем фермӑна та, машинӑпа трактор паркне те ӗҫлеме питех килесшӗн пулманнине палӑртрӗ. Ҫапах кунти ӗҫченсем пур ӗҫе те вӑхӑтра та пахалӑхлӑ пурнӑҫласа пыраҫҫӗ, ытларах продукци илме тӑрӑшаҫҫӗ. Хуҫалӑх округра ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пыракансен йышӗнче. Ҫакна муниципаллӑ округӑн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗ Р.Е.Басников та палӑртрӗ, малашне те ҫитӗнӳсем сунчӗ. Муниципаллӑ округӑн депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ Р.Х.Идиатуллин та икӗ ял ҫыннисене килӗштерсе ӗҫлесе хуҫалӑха аталантарса пымаллине ҫирӗплетрӗ.

 Сӑнав канашӗн отчетне итлесе сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн, пухӑва килнисем правлени ӗҫне «лайӑх» паллӑпа хакларӗҫ.

Пухӑвӑн кун йӗркине кӗртнӗ тӗрлӗ заявленисене пӑхса тухрӗҫ. «Труд» ял хуҫалӑх кооперативӗн председателӗ Р.М.Шарафутдинов сывлӑхпа ҫыхӑнтарса хӑйне председатель ӗҫӗнчен хӑтарма ыйтрӗ. Пуху ун ыйтӑвне тивӗҫтерчӗ. Ҫӗнӗ председатель суйличчен «Труд» хуҫалӑха чылай ҫул ерт-се пынӑ В.П.Николаев, Чӗчкен ял поселенийӗн пуҫлӑхӗнче  тӑрӑшнӑ Ю.Г.Лукиянов, специалистсем калаҫрӗҫ, Ремис Минхалимович 11 ҫул кооперативӑн «тилхепине» ӑнӑҫлӑ тытса пынине палӑртрӗҫ. Ҫав ҫулсенче хуҫалӑх уй-хир культурисем туса илес енӗпе те, выльӑх-чӗр-лӗх отрасльне аталантарассипе те чылай ӗҫ тунӑ, пурлӑхпа техника никӗсӗ те ҫирӗпленнӗ.

Председателе суйланма кӑмӑллисем иккӗн пулчӗҫ: А.С.Лукиянов тата Ф.М.Зейнетдинов. Уполномоченнӑйсем вӑрттӑн сасӑлав ирттерчӗҫ. 51 ҫынран 33-шӗ Лукияновшӑн хӑйсен сассисене пачӗ. Ҫапла вара малашне «Труд» ял хуҫалӑх кооперативне Александр Сергеевич Лукиянов ертсе пыма пуҫлӗ. Вӑл ҫамрӑк-ха, ял хуҫалӑх енӗпе аслӑ пӗлӳ илнӗ, тӗллевӗсем пысӑк, ӗҫлес хавхаланӑвӗ пур. Хуҫалӑх лавне туртма ҫӑмӑлах килмӗ. Ӗҫлекенсемпе пӗр чӗлхе тупса, ушкӑнпа  тӑрӑшса вӑй хурсан «Труд» хуҫалӑх малалла та аталанӗ, ҫитӗнӳсем тӑвӗ.

 Пуху вӗҫӗнче кооперативра ҫулталӑк тӑршшӗпе тӑрӑшса вӑй хунӑ, ҫитӗнӳсемпе палӑрнӑ ӗҫченсене парнесем парса чысларӗҫ.

Ю.Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *