Четверг, 25 апреля

Пурне те йӗлтӗр йӗрӗ чӗнчӗ

Пурне те йӗлтӗр йӗрӗ чӗнчӗ

Февралӗн 11-мӗшӗнче «Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ — 2023» ҫӗршыври  спорта юратакансене  йӗлтӗрсем ҫине тӑратрӗ. Комсомольскинчи вӑрман хӗррине те спортӑн ҫак тӗсӗпе туслисем  йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ.

Ӑмӑртӑва килнисене муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ А.Н. Осипов, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ П.С.Краснов, спорт ветеранӗ В.И.Пундяков, «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн директорӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан В.Х.Денисов саламларӗҫ, тупӑшусенче ӑнӑҫу сунчӗҫ. Йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тӑнӑ кашни спортсменах ҫӗнтерӳҫӗ пулаймасан та, ушкӑнпа уҫӑ сывлӑшра ҫӳрени, чун каниччен ярӑнни пуриншӗн те паха. Ҫак шухӑшсене палӑртрӗҫ вӗсем.

Малтанах старта шкул ҫулне ҫитмен ачасем тӑчӗҫ. Вӗсем пӗчӗкренех спорта юратни уйрӑмах савӑнтарать. Кунта Д.Гибатдинов (Шупашкар), «Лейсан» тата «Рябинушка» ача сачӗсене ҫӳрекен  И.Гельметдиновпа Д.Гаврилов малти виҫӗ вырӑна ҫӗнсе илчӗҫ. Хӗр ачасенчен Д.Петрова (Ҫӗнӗ Мӑрат), «Лейсан» ача садӗнчи И.Гайнутдиновапа С.Мингалиева пултаруллӑ пулчӗҫ.

VIP-чупура арҫынсенчен А.Осипов, А.Гаврилов, Н.Васильев, Ю.Алексеев  палӑрчӗҫ. Хӗрарӑмсенчен И.Соловьева, А.Куданова, Л.Полякова лайӑх кӑтартусем турӗҫ.

Округри шкулсенче вӗренекенсем ӑмӑртӑва йышлӑн хутшӑнчӗҫ. 1—2 классенче вӗренекен арҫын ачасенчен А.Волков, С.Хораськин, И.Текмеев (пурте Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнчен), хӗр ачасенчен А.Минячева (Чӗчкен), С.Крыловапа Э.Михайлова (иккӗшӗ те Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ) финиша малтан ҫитрӗҫ. 3—4 классенчи арҫын ачасен ушкӑнӗнче Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче вӗренекен А.Белков, Р.Кураков, С.Ямалиев малти виҫӗ вырӑна ҫӗнсе илчӗҫ. Хӗр ачасенчен П.Семенова (Тӑманлӑ Выҫли) чи лайӑх кӑтартупа палӑрчӗ. А.Жукова (Шурут) — иккӗмӗш, Л.Минуллова (Чӗчкен) — виҫҫӗмӗш вырӑнсенче.

Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулсенче 5—7 классенче пӗлӳ пухакан арҫын ачасем М.Иванов (Ҫӗнӗ Мӑрат), М.Гибатдинов (Чӗчкен), М.Юсупов (Шурут) 2 километрлӑ дистанцире малти виҫӗ вырӑна ҫӗнсе илчӗҫ. Ҫав классенче вӗренекен хӗр ачасем 1 ҫухрӑма чупрӗҫ. Д.Сафьянова (Чӗчкен) финиша чи лайӑх кӑтартупа вӗҫлерӗ. М.Лукияновӑпа (Тӑманлӑ Выҫли) А.Морозова (Хырхӗрри) иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсене йышӑнчӗҫ. 8—9 классенчи арҫын ачасенчен Т.Никитин (Хырхӗрри) пӗрремӗш вырӑна алран вӗҫертмерӗ. Р.Кольцов (Нӗркеҫ) тата Д.Филиппов (Хырхӗрри) иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсенче пулчӗҫ. Хӗр ачасенчен С.Осипова (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ) палӑрчӗ. Аслӑ Чурачӑк тата Шурут вӑтам шкулӗсен вӗренекенӗсем А.Ефремовӑпа       Д.Алимова финишра ун хыҫҫӑнхи кӑтартусем турӗҫ.

Вӑтам шкулсенчи яш-кӗрӗм хушшинче тупӑшу яланах хӗрӳ иртет. Арҫын ачасенчен С.Семенов студент  3 километрлӑ дистанцие чи лайӑх вӑхӑтпа чупса тухрӗ. Д.Краснов (Нӗркеҫ) тата М.Мышкин (Шурут) иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсене йышӑнчӗҫ. Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнче пӗлӳ илекен П.Парфенова 2 километрлӑ дистанцире пӗрремӗш пулчӗ. К.Кузьмина (Шурут) финиша иккӗмӗш кӑтартупа ҫитрӗ. М.Паймина (Нӗркеҫ) виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ.

Ветерансем те ҫамрӑксене ырӑ тӗслӗх кӑтартрӗҫ. Арҫынсенчен А.А.Игнатьев, В.М.Гаврилов, В.А.Лаврушкин хӑйсем чӑннипех те йӗлтӗр спорчӗн тусӗсем пулнине ҫирӗплетсе пачӗҫ, лайӑх кӑтартусемпе палӑрчӗҫ. Р.А.Сапожникова, Г.А.Можаева, Р.А.Автономова хӗрарӑмсем хушшинче виҫӗ малти вырӑна ҫӗнсе илчӗҫ.

Ҫӗнтерӳҫӗсем символикӑлла медальсене,   дипломсене, парнесене тивӗҫрӗҫ. Наградӑсенчен пахараххи — йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тӑрса ӳт-пӗве ҫирӗплетни, сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыни.

Д.Абулханова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *