Воскресенье, 19 мая

Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр

Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр

Паянхи  кун ҫынсен калаҫӑвӗ час-часах Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗ пирки ҫаврӑнса тухать. Уйрӑмах мобилизаци йӗркипе ҫара кайнӑ ҫынсене пулӑшас ыйтӑва ҫӗклеҫҫӗ.

Ҫак кунсенче муниципаллӑ округӑн администрацийӗн ларусем ирттермелли залӗнчи канашлура та координациллӗ канаш членӗсем, территори уйрӑмӗсен начальникӗсем, волонтерсем, обществӑлла организацисен представителӗсем ҫак ыйту ҫинче  тӗплӗн чарӑнса тӑчӗҫ. Малтанах мобилизаципе кайнисене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшас енӗпе патшалӑх ҫирӗплетнӗ мерӑсем пирки муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ Ю.Н.Митюков каласа пачӗ. Округра пурӑнакансем ыркӑмӑллӑх утӑмӗсем туса мобилизаципе кайнисене чылай пулӑшу панӑ. Вӗсем пирки эпир хаҫат страницисенче тӑтӑшах пӗлтерсе тӑтӑмӑр. Ку енӗпе округри пур территорири уйрӑмсенче те хастар ӗҫленӗ, ӑшӑ япаласем, апат-ҫимӗҫ, техника тата ӗҫ  хатӗрӗсем пуҫтарса янӑ. Тӗрлӗ фондсем, волонтерсем те чылай ӗҫ пурнӑҫланӑ. Канашлӑва килнисем ҫак ӗҫе малалла та вӑйлатмаллине палӑртрӗҫ. Кайнлӑк, Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗсенчи Г.Н.Крылов, В.В.Воронов волонтерсем, «Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр» фондӑн администраторӗ  М.М.Прохорова, Комсомольски территори уйрӑмӗн начальникӗ М.А.Илларионова тата ыттисем те мобилизации йӗркипе ҫара кайнисем патне гуманитари пулӑшӑвӗ ҫитерес енӗпе хӑйсен шухӑшӗсемпе паллаштарчӗҫ. Пуҫтарӑннисен  «Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр» текен шухӑшӗ тӗп вырӑнта пулчӗ.

                   Г.Юрьев.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *