Воскресенье, 21 апреля

Ҫӗрпе ӗҫлеме пӗчӗкрен хӑнӑхтармалла

Ҫӗрпе ӗҫлеме пӗчӗкрен хӑнӑхтармалла

Иртнӗ ҫулхи ноябрь уйӑхӗнче Раҫҫейри «Шанс» компанисен ушкӑнӗн представителӗсем пирӗн районти «Дружба» ЯХПК тата «Сюрбеево» ООО никӗсӗ ҫинче семинар-канашлу ирттернӗччӗ. Вӑл вӑхӑтра калаҫу тӗпрен илсен ӳсен-тӑрана хӳтӗлемелли препаратсем пирки пулчӗ. Январӗн 24-мӗшӗнче  Хирти Явӑш вӑтам шкулӗнче ял хуҫалӑхне  аталантарас енӗпе   йӗркеленӗ канашлура  экологи енчен таса продукци туса илес тата агрокомплекс сферине тӗплӗ планлас ыйтусене  сӳтсе яврӗҫ. Унта хамӑр тӑрӑхри тата республикӑн кӑнтӑр енчи муниципаллӑ округӗсенчи ҫӗр ӗҫ специалисчӗсем  пӗрремӗш вӗренӳ-канашлӑва хутшӑнчӗҫ.

Комсомольски муниципаллӑ округ администрацийӗн  пуҫлӑхӗ А.Н.Осипов канашлӑва  уҫнӑ май хӑйӗн шухӑшӗсемпе тӗллевӗсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Александр Николаевич палӑртнӑ тӑрӑх,    ял хуҫалӑхне аталантарас ӗҫре финанс тата наука ресурсӗсене пӗрлештерни ҫав тери пӗлтерӗшлӗ.  Унпа пӗрлех муниципаллӑ округ администрацийӗ, Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх, вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерствисемпе, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗпе пӗрле канашласа, килӗшӳсем туса ӗҫлесессӗн  агропромышленноҫа  кирлӗ специалистсем хатӗрлеме пулать.  Ахальтен мар ӗнтӗ канашлу ӗҫне Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министерствин представителӗ те, вӗренӳ органӗсенче ӗҫлекенсем те хутшӑнчӗҫ.

Урамра шурӑ юр, сивӗ ҫанталӑк тӑрать пулин те, хӗлле — урапа, ҫулла ҫуна хатӗрле тенешкел,  «Шанс» компанисен ушкӑнӗн пысӑк квалификациллӗ специалисчӗсем И.А.Свешникова, А.Н.Селезнев хӑйсен предприятийӗсенче туса кӑларакан ӳсен-тӑрана хӳтӗлемелли пахалӑхлӑ препаратсемпе паллаштарчӗҫ. Пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсене, рапса, хӗвелҫаврӑнӑшне, ҫӗрулмие сиен кӳрекен чир-чӗрпе, ҫумкурӑкпа, хурт-кӑпшанкӑпа хирӗҫ тухӑҫлӑ кӗрешме май паракан препаратсемпе мӗнле, хӑш вӑхӑтра усӑ курмалли пирки тӗплӗн чарӑнса тӑчӗҫ. Паллах, пурне те пӗрре каласа панипе йӑлтах ас туса юлма, ӑнланса ҫитме йывӑртарах пулсан та, тумлам тумласах пӑра шӑтарать тенӗ пек, тӑтӑшах вӗренӳсем йӗркелесен вӑл е ку им-ҫампа тӗрӗс усӑ курма хӑнӑхаҫҫех. Агрошкул ӗҫлеме пикенсен ҫакӑн пек вӗрентӳсем час-часах йӗркелеме майсем пулаҫҫӗ. Ҫумкурӑка, чир-чӗре, сӑтӑрҫӑсене пула  ӳсен-тӑран кирлӗ пек аталанаймасть, ҫавӑнпа та унӑн тухӑҫӗ палӑрмаллах чакать. «Шанс» компанисен ушкӑнӗ, вӑл е ку препарата сутлӑха кӑлариччен,  специалистсем  сӑнаса тӑнипе, хӑйсен хирӗсенче тӗплӗн тӗрӗслесе пӑхать.

Канашлура Чулхула облаҫӗнчи фирма представителӗ  С.В.Харитонов ӳсен-тӑран сӑтӑрҫисемпе хӑйсем патӗнче мӗнле кӗрешни ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Хамӑр муниципаллӑ   округри «Слава картофелю» агрофирма исполнителлӗ директорӗ Р.Х.Идиатуллин ку енӗпе хуҫалӑх хирӗсенче туса ирттернӗ ӗҫсемпе паллаштарчӗ.

Ял хуҫалӑхӗнче тӑрӑшма пултаракан паха специалистсем хатӗрлемелли ыйтӑва сӳтсе явнӑ май  В.Б.Шуверов ют ҫӗршывсенче ачасене шкулта вӗреннӗ чухнех ҫӗрпе ӗҫлеме те, апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме те, алӗҫ тума та,  пурнӑҫра кирлӗ пулакан ытти ӑсталӑха алла илме те пулӑшнине каласа пачӗ. Ун шучӗпе, ҫӗре юратма мӗн пӗчӗкрен хӑнӑхтармалла.

«Дружба» ял хуҫалӑх кооперативӗн председательне, Комсомольски муниципаллӑ округӑн депутатне Р.М.Мансурова та ачасем ҫӗр ӗҫӗнчен аякра тӑни пӑшӑрхантарать. Аслӑрах ӳсӗмри ҫынсем мӗн пӗчӗкренех  ҫу кунӗсенче хирте ӗҫлесе ӳснӗ. Шкулсенче те «трактор», ӗҫ урокӗсем ирттернӗ. Вӗренекенсем фермӑсенче, машинӑпа трактор паркӗсенче час-часах пулнӑ. Ҫуллахи каникул кунӗ- сенче кану лагерӗсем ҫеҫ мар, ӗҫпе кану лагерӗсем те йӗркеленӗ. «Паян ашшӗ-амӑшӗ ачисене валли хулара хваттер е пӳлӗм туянса пама тӑрӑшать. Ҫакӑ вӗсене ялтан хӑваласа янӑ пекех пулса тухать», — терӗ Ремис Мансурович.

Хальхи вӑхӑтра  пур ял хуҫалӑх предприятийӗнче те кадрсем енӗпе ыйту ҫивӗч тӑрать. Аслӑ е вӑтам звенори специалистсем ҫеҫ мар, механизаторсемпе выльӑх-чӗрлӗх пӑхакансем те ҫитмеҫҫӗ.

«Родина» ООО ертӳҫи А.Е.Потемкин та хӑй сӑмахӗнче ҫак шухӑшсенех палӑртрӗ. Малашне ял пӗтсе ан лартӑр тесен, ачасене пӗчӗкренех ӗҫе хӑнӑхтармалла. Канашлӑва хутшӑннисем шкулсенче математика, хими, физика тата ытти предметсене вӗрентнипе пӗрлех ҫӗрпе, хушма хуҫалӑхпа, кил-ҫуртпа ҫыхӑннӑ ӗҫсене тума хӑнӑхтарни кирлипе килӗшрӗҫ.

Ю.ГАВРИЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *