Тӑшман ункинче – 872 ҫӗр тата кун

Тӑшман ункинче – 872 ҫӗр тата кун

Ленинград  блокади хулан пӗтӗм историйӗнче унта пурӑнакансемшӗн чи йывӑр тапхӑр пулнӑ. Тӗрлӗ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, осада вӑхӑтӗнче хула ҫыннисен ҫуррийӗ вилнӗ. Чӗрӗ юлнисен вилнисемшӗн хурланса йӗме те, тирпейлесе пытарма та вӑйӗ пулман: пӗрисем выҫӑпа халсӑрланса ҫитнӗ, теприсем сурансемпе асапланнӑ. Выҫлӑха, сивве тата тӑтӑш бомба тӑкнине пӑхмасӑрах,  юратнӑ хулана сыхласа хӑварма, фашистсене ҫӗнтерме ҫынсем теветкеллӗх, вӑй-хал, паттӑрлӑх ҫитернӗ.

Блокада ункине 1943 ҫулхи январӗн 18-мӗшӗнче татнӑ.

Ҫав хӑрушӑ ҫулсенче хула ҫыннисен мӗн тӳссе ирттерме тивнине цифрӑсен чӗлхипе каласа пама тӑрӑшӑпӑр.

872 ҫӗр тата кун

Гитлер Ленинград хулине ҫӗр пичӗ ҫинчен шӑлса тӑкма шухӑш тытнӑ пулнӑ, анчах совет халӑхӗ ун тӗллевне пурнӑҫланма паман. Ленинград блокади шӑп 872 куна тӑсӑлнӑ. Нимӗҫсем хулана 1941 ҫулхи сентябрӗн 8-мӗшӗнче унка ҫавӑрса илнӗ. 1944 ҫулхи январӗн 27-мӗшӗнче вара фашист блокадине тӗппипех сирсе пӑрахнӑ. Историллӗ пулӑма халалласа ҫав кун 324 тупӑран салют панӑ.

Тӑшмансем тата ҫур ҫул Ленинград таврашӗнчен кайман: вӗсен ҫарӗсем Петрозаводскпа Выборг хулисенче тӑнӑ. Хӗрлӗ ҫар тапӑну операцийӗсем ирттерсе 1944 ҫулхи ҫулла фашистсене хула ҫывӑхӗнчен тӗппипех хӑваласа янӑ.

150 пин снаряд

Блокада тапхӑрӗнче Германи ҫарӗсем Ленинград ҫине 150 пин йывӑр артиллерии снарячӗ кӑларса янӑ тата 107 пин ытла ҫунакан фугаслӑ бомба пӑрахнӑ. Вӗсем 3 пин ҫурта аркатнӑ, 7 пин ытларахӑшне сиенленӗ. Хулан тӗп палӑкӗсем пурте упранса юлнӑ. Хула ҫыннисем вӗсене хӑйӑр тултарнӑ михӗсемпе, фанер щитсемпе хупласа пытарса хӑварнӑ. Хӑшпӗр скульптурӑсене — тӗслӗхрен, Ҫуллахи садрисене тата Анчиков кӗперӗ ҫинчисене — пьедестал ҫинчен антарса ҫӗр айне чавса хурса вӑрҫӑ пӗтичченех упранӑ.

13 сехет те 14 минут персе тӑнӑ

Блокадӑри Ленинграда кашни кунах тӗрлӗ хӑҫ-пӑшалпа тупӑсенчен персе тӑнӑ. Хӑшпӗр чухне фашистсем хулана талӑкра темиҫешер хут та атакӑланӑ. Бомбӑсем пӑрахнӑ вӑхӑтра ҫынсем ҫурт подвалӗсене пытаннӑ. 1943 ҫулхи августӑн 17-мӗшӗнче вара 13 сехет те 14 минут татти-сыпписӗр тупӑ-пӑшалпа персе тӑнӑ, самолетсенчен бомбӑсем пӑрахнӑ. Кун пекки блокада историйӗнче пӗрре пулнӑ. Ҫак хушӑра нимӗҫсем хула ҫине 2 пин снаряд пӑрахнӑ. Ленинград ҫыннисен хӑлхисенче тӑшман самолечӗсен тата ҫурӑлакан снарядсен кӗрлевӗ чы- лайччен янраса тӑнӑ.

1,5 миллион ҫын вилнӗ

1941 ҫулхи сентябрь тӗлне Ленинградра тата ун таврашӗнче пурӑнакансен шучӗ 2,9 миллион ҫынпа танлашнӑ. Блокада вара, тӗрлӗ хаклав тӑрӑх, 600 пинрен пуҫласа 1,5 миллион ҫын пурнӑҫне илсе кайнӑ. Фашистсем бомба пӑрахнипе ҫынсен 3 проценчӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ, ытти 97 проценчӗ — выҫлӑха пула. Ҫимелли пулманран хавшаса ҫитнипе кунсерен 4-шар пин ҫын вилнӗ. Апат-ҫимӗҫ пӗтсе ҫитсен ҫынсем сӑран пиҫиххисемпе пушмаксене, обой ҫыпӑҫтармалли ҫилӗме, жмых ҫиме пуҫланӑ. Хула урамӗсенче этемсен виллисем выртнӑ, ҫемьере кам та пулин пурнӑҫран уйрӑлсан тӑванӗсен хӑйсен тӗллӗн пытарма тивнӗ.

 «Пурнӑҫ ҫулӗ»

Тӑшмансем хупӑрласа илнӗ самант тӗлне хулара апат-ҫимӗҫпе топливо саппасӗ ҫителӗксӗр пулнӑ. Блокада пуҫламӑшӗнчех, 1941 ҫулхи сентябрӗн 8 тата 10-мӗшӗсенче, Германи самолечӗсем Бадаев склачӗсем ҫине вут хыптаракан 280 бомба пӑрахнӑ. Официаллӑ архив кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, пушара пула вӗсенче упраннӑ 3000 тонна ҫӑнӑх тата 2500 тонна сахӑр, ытти ҫимӗҫ ҫунса кӗлленнӗ. Ҫакӑ ахаль те кӑткӑс лару-тӑрӑва тата йывӑрлатнӑ.

Хулана апат-ҫимӗҫ килсе тӑма пӑрахсан тӑранса пурӑнма ҫитменнипе ҫынсем инкеклӗ лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкӗҫ тесе шутланӑ нимӗҫсем, ҫакӑнпа усӑ курма палӑртнӑ. Ун ҫинчен вермахтӑн типҫӗр ҫинчи ҫарӗсен генеральнӑй штабӗн начальникӗ Франц Гальдер генерал-полковник 1941 ҫулхи сентябрӗн 18-мӗшӗнче дневникӗнче ҫапла ҫырнӑ: «Ҫакӑнти лару-тӑру пирӗн союзник — выҫлӑх — хӑйӗн ҫинчен аса илтерсенех йывӑрланӗ».

1941 ҫулхи августӑн 30-мӗшӗнче Нева ҫинчи хулана ҫӗршывпа ҫыхӑнтаракан чукун ҫулсене нимӗҫ ҫарӗсем аркатса тӑкнӑ.  Тип ҫӗрпе ҫыхӑну татӑлнӑ. Сывлӑшпа тата шывпа ҫеҫ ҫитме пулнӑ унта. «Пурнӑҫ ҫулӗ» ят панӑ магистраль уҫӑлнӑ. Ӑна Ладога кӳлли урлӑ тунӑ, вӑл осадӑри хулана ҫӗршывпа ҫыхӑнтарнӑ. Хӗлле лавсемпе автомашинӑсем пӑр тӑрӑх каҫса ҫӳренӗ, унӑн ҫирӗплӗхӗ ҫитменнипе нумайӑшӗ пӑр айне кайнӑ. «Пурнӑҫ ҫулӗ» Ленинграда ҫӑлса хӑварнӑ. Ун тӑрӑх хулана 1 миллион та 615 пин тонна груз турттарнӑ — апат-ҫимӗҫ, тумтир, горючи тата ытти те. Блокада вӑхӑтӗнче Ладога урлӑ хывнӑ трассӑпа Ленинградран пӗр миллион ытла ҫынна эвакуациленӗ.

125  грамм ҫӑкӑр

Блокадӑн пирвайхи уйӑхӗ пӗтиччен хула ҫыннисем 250 грамлӑ ҫӑкӑр паекӗ илсе тӑнӑ. Ҫӑнӑх саппасӗсем нумая ҫитмессе туйсан, нормӑна тӳрех чакарнӑ. Акӑ, 1941 ҫулхи ноябрьпе декабрь уйӑхӗсенче хулари служащисем, ачасем кунне пурӗ 125 грамм ҫӑкӑр илсе тӑнӑ. Рабочисене 250-шар грамм панӑ, ҫар хуралӗн, пушар командисен тата истребительсен отрячӗн йышӗсенчисене 300-шер грамм тивӗҫнӗ. Блокада ҫӑкӑрне ырашпа сӗлӗ ҫӑнӑхӗ ҫумне целлюлоза, обой тусанӗ, йывӑҫ лӑсси, жмых, салат (солод) хушса пӗҫернӗ, паянхи ҫынсем ҫӑварне хыпнӑ пулӗччӗҫ-ши ӑна? Буханка хура тӗслӗ тата питӗ йӳҫӗ пулнӑ.

1500 громкоговоритель

Блокада пуҫлансан 1941 ҫул вӗҫлениччен Ленинградри ҫуртсен стенисем ҫине 1500 громкоговоритель вырнаҫтарнӑ. Радио кунӗпех калаҫнӑ, хула ҫыннисен хӑйсен приемникӗсене сӳнтерме юраман. Дикторсем хулари лару-тӑру пирки пӗлтерсех тӑнӑ. Хыпарсан сеансӗ пӗтсен радиопа метроном сассине панӑ. Тревога пулсан метроном сасси хӑвӑртланнӑ, перкелешӳ лӑплансан вара — ерипенленнӗ. Ленинград ҫыннисем радиопа паракан метроном сассине хулан чӗре таппи тесе ят панӑ.

98 пин ача ҫуралнӑ

Блокада ҫулӗсенче Ленинградра 98 пин ача ҫут тӗнчене килнӗ. Вӗсенчен 68 пинӗшӗ 1941 ҫулхи кӗркуннепе хӗлле ҫуралнӑ. 1942 ҫулта 12,5 пин, 1943 ҫулта вара 7,5 пин пепке ҫеҫ кун ҫути курнӑ. Ачасем сывӑ юлччӑр тесе хулари Педиатри институтӗнче ӑратлӑ ӗнесенчен ферма йӗркеленӗ, мӗншӗн тесен выҫӑлла-тутӑлла пурӑнакан амӑшӗсен сӗт анман. Паллах, ҫуралнисенчен чылайӑшӗн кун-ҫулӗ кӗске пулнӑ, выҫӑпа сивве пула вилнӗ.

32 градуслӑ сивӗсем

Вӑрҫӑн пӗрремӗш ҫулӗнчи хӗл чи сивви пулнӑ. Хӑшпӗр кунсенче термометр 32 градуса ҫити аннӑ. Лару-тӑру нумай юр ҫунипе тата кӑткӑсланнӑ. 1942 ҫулхи апрельте юр ирӗлмелле пулнӑ ӗнтӗ, анчах ҫав вӑхӑтра кӗрт ҫӳллӗшӗ 53 сантиметрпа танлашнӑ. Ҫуртсенче ҫутӑ пулман, хутса ӑшӑтман. Ӑшӑнас тесе, хула ҫыннисем буржуйка кӑмакасем  хутнӑ. Вутӑ вырӑнне сӗтел-пукан, кивӗ япаласем, кӗнеке-журнал ҫунтарнӑ.  

144 пин литр юн панӑ

Выҫлӑха тата йывӑр пурнӑҫа пӑхмасӑрах, ҫӗнтерӗве ҫывхартас тесе Ленинград ҫыннисем фронта валли юлашкине пама хатӗр пулнӑ. Кунсерен 300—700-шер ҫын госпитальти аманнӑ салтаксем валли юн панӑ. Донорсене тӳлекен укҫана вара оборона фондне хывнӑ. Пухӑннӑ укҫа-тенкӗпе «Ленинград  донорӗ» ятлӑ самолет тунӑ. Блокада тапхӑрӗнче Ленинградра пурӑнакансем фронтовиксем валли 144 пин литр юн панӑ.

Темле йывӑр, тертлӗ пурнӑҫ условийӗсенче пулин те, Ленинград ҫыннисемпе хӳтӗлевҫисем тӑшмана парӑнман, ун умӗнче чӗркуҫленмен. Тӑван ҫӗршыва юратни, унӑн ирӗклӗхне хӳтӗлесе хӑварас тӗллев пурне те пӗр чӑмӑра пӗрлештернӗ, ҫӗнтерӳ патне илсе ҫитернӗ.

Санкт-Петербург сучӗ палӑртнӑ тӑрӑх, блокада вӑхӑтӗнче хулара 1 млн 93 пин ҫын вилнӗ, пӗтӗмӗшле кӳнӗ сиен вара 35,3 трлн тенкӗпе танлашнӑ.

1941—1945 ҫулсенчи Аслӑ Отечествӑлла вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче блокадӑлла Ленинграда хӳтӗлекенсем кӑтартнӑ массӑллӑ паттӑрлӑхпа хӑюлӑхшӑн СССР Верховнӑй Совечӗн Президиумӗн Указӗпе 1945 ҫулхи майӑн 8-мӗшӗнче хулана «Город-Герой» ят панӑ.                                       

   Л.ШУРЯШКИНА хатӗрленӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *