Понедельник, 7 октября

Çыхнă кроликсем – чи чаплă парне

Çыхнă кроликсем – чи чаплă парне

Кăрлачăн 13-мĕшĕнче Раççейри калем ăстисем хăйсен професси уявне палăртаççĕ. Район хаçачĕн ĕçченĕсене хисеп туса пĕр кун маларах «Каçал ен» редакцине сумлă хăна — Тăманлă Выçли ялĕнче пурăнакан Зинаида Киргизова — ирех килсе çитрĕ.

Зинаида Киргизова çинчен хаçатра пĕрре мар çырнă эпир. Вăл «ылтăн» алăллă хĕрарăм тесен те тĕрĕс. Кирек мĕн тытсан та ăстаскерĕн пурте илемлĕ те ятуллă пулать: тĕрри те, çĕвви те, çыхнă мĕнпур япали те. «Каçал ене» çулсеренех çырăнать вăл. Маттур хĕрарăм редакцине те пушă алăпа килмерĕ — кăçалхи çулталăк кролик çулĕ пулнине асра тытса, чĕнтĕр йĕппипе хăй çыхнă çемçе теттесене — хаçат вулакан кроликсен çемйине — парнелерĕ.

— Зинаида Васильевна, парнешĕн тавтапуç сире. Ку эксклюзивлă чĕрчунсем малашне пирĕн патра «пурăнĕç», ăнăçу илсе килĕç. Пирĕншĕн эсир пурри — чи паха парне. Малашне те яланхиллех килĕштерсе пурăнар, — терĕç «Каçал енре» тăрăшакансем.                              

                                             Л.МУРАТОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *