Культура çурчĕ уçăлнă

Культура çурчĕ уçăлнă

Тукай ялĕнче пурăнакансем Çĕнĕ çула çĕнĕ культура çурчĕпе кĕтсе илĕç. Çак кунсенче унта культура «вучахĕн» алăкĕсене савăнăçлă лару-тăрура уçнă.

Çак енĕпе йĕркеленĕ мероприятие ЧР культура, национальноç тата архив ĕçĕсен министрĕн çумĕ Т.В.Казакова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем П.С.Краснов, О.В.Мешков, Ю.А.Попов, Комсомольски муниципаллă округ пуçлăхĕ А.Н.Осипов, «Геолог» ООО (çурта хута ярас енĕпе ĕçленĕ организаци) директорĕ С.Н. Елисеев, Комсомольски муниципаллă округ депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ С.Н.Грачева, Тукай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.А.Осипов, Тукай ялĕнчи ветерансен совечĕн председателĕ М.А.Краснова хутшăннă. Вĕсем  çынсен канăвне усăллă та интереслĕ ирттерес, тĕрлĕ енлĕ аталанма май парас тĕлĕшпе ялта хăтлă культура çурчĕ пурри пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă.

Савăнăçлă мероприятие вырăнти культура ĕçченĕсен тата Шупашкартан килнĕ артистсен пысăк концерчĕ татах та хаваслăх кӳнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *