Понедельник, 24 июня

Пултаруллă ăстапа пуян пирĕн тăрăх

Пирĕн районта тĕрлĕ халăх туслă пурăнать.  Кашни наци  хăйĕн культурине, йăла-йĕркине упраса хăварса унпа çамрăксене паллаштарма тăрăшать.  Ахальтен мар  чăваш çĕрне  «Çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă,  çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕ» теççĕ. Чăваш тĕррин илемлĕхĕ, пуянлăхĕ ламран лама куçса  пырать.

Йӳç Шăхаль ялĕнче чăваш тĕррисене тĕрлеме кăмăллакан, вĕсене  асамлăх паракан алă ăсти Людмила Степановна Козлова пурăнать.  Вĕсем патне кĕрсен  тĕрĕсен илемлĕхĕ куçа тыткăнлать, хăвна  юмах тĕнчине лекнĕ пекех туятăн. Маçтăр тĕрленĕ темĕн тĕрлĕ ӳкерчĕк — куç тулли илем. Сарă, хĕрлĕ, кăвак чечексем, сип-симĕс улăх-çарансем, ял сăнĕсем… мĕн чухлĕ ĕç упранать кил-çуртра?! Тĕрленĕ япаласем çеç илем кӳмеççĕ иккен çурта. Кунта чӳрече янаххисем çинче вĕтĕ шăрçаран тунă чечексем темĕн чухлех. Малалла иртетĕн те çӳхе лентăран пуçтарнă чечек çыххисене тĕл пулатăн. Çак çуртра  тĕлĕнмелле ылтăн алăллă хĕрарăм пурăнать иккен. Пĕр сăмахпа каласассăн, вăл темĕн тĕрлĕ алă  ĕçĕ тума пĕлет.

Мăшăрĕ Алексей Ананьевич Людмила Степановна тĕррисене илемлĕ рамкăсем ăшне вырнаçтарса типтерлĕн кирлĕ вырăна çакса хунă. Кашни хăйне евĕр хитре.   

Тухья, хушпу, мăй çиххи тата ум çиххи туса парса мĕн чухлĕ  çынна савăнтарман-ши  тата пултаруллă ăстаçă?  Людмила Козлова вĕсене ăсталама хăй тĕллĕнех вĕреннĕ. Тĕрлĕ тĕслĕ вĕтĕ шăрçасене пуçтарма, тенкĕ çумне тенкĕ çĕлеме пысăк  чăтăмлăх тата ăсталăх кирлĕ.  Çак енсем вара тĕрĕ ăстинче çителĕклех. Тухьясем, хушпусем пĕр-икĕ кунра пулмаççĕ. Вĕсене вĕçлеме эрне, уйăх кирлĕ. 

— Алă ĕç тунă чухне вăхăт иртни те сисĕнмест тата  чунпа канатăп. Хатĕр тĕрĕсем çине пăхатăп та чун савăнать, тĕрлĕ илемлĕ тĕссем, чуна илĕртекен вырăнсем темĕнле асамлăх кӳреççĕ. Çĕнĕрен те çĕнĕ ĕç тăвас килет, алла йĕппе çип  илсе эреш хыççăн эреш тĕрлес килсе тăрать.  Çапла пĕр тĕрĕ хыççăн  тепри  калăпланса пырать, — тет маттур хĕрарăм.             

Вăл ăсталанă япаласене  районта тата республикăра  пысăка хурса хакланă. Людмила Степановна ĕçĕсене мĕн чухлĕ куравра  кăтартман пулĕ тата.  Пурте тĕлĕнсе паллашаççĕ вĕсемпе.  Ахальтен мар ăна  Хисеп хучĕсемпе,  Тав çырăвĕсемпе,   парнесемпе чысланă.  

 Людмила Степановна нихăçан та ахаль лармасть.  Хальхи вăхăтра вăл алмаз тĕррипе  питĕ кăсăкланать,  тĕрлĕрен илемлĕ картинăсем ăсталать. Вĕсемпе вăл чылай çынна савăнтарма та ĕлкĕрнĕ.  Алмаз тĕррисем çурта илемлетнипе пĕрлех, çынсен кăмăлне те уçаççĕ.

Эпир хастар та тăрăшуллă,  маттур та пултаруллă ентешĕмĕрпе мухтанатпăр.  Унăн малашне те чун киленĕçĕпе çынсене савăнтарма иксĕлми вăй-хал,  çирĕп сывлăх,  хавхалану пултăр. 

И.Шмелева,

 Шурут ял библиотекарĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *