Вторник, 16 апреля

Уяв ячĕпе савăк кăмăл парнеленĕ

Уяв ячĕпе савăк кăмăл парнеленĕ

Иртнĕ канмалли кунсенче Аннесен тата Чăваш тĕррин кунĕсене паллă турĕç. Вĕсене халалласа районти шкулсенче, культура учрежденийĕсенче чылай мероприяти иртнĕ.

 Ал ĕçĕсен, ӳкерчĕксен, кĕнекесен выставкисем, калаçусем, конкурссем йĕркеленĕ, юрă-кĕвĕ янăранă. Вĕсене ачасем те, çитĕннисем те хастар хутшăннă. Районти культура çуртĕнче иртнĕ аннесене халалланă пысăк концерт та чылай çынна пуçтарнă.

Тĕнчери чи хаклă та юратнă çынсем, аннесем пирки ăшă сăмахсем каланă май, Комсомольски мунципаллă округ пуçлăхĕ А.Н.Осипов вĕсене уяв ячĕпе саламланă, малашнехи пурнăçĕнче ăнăçусем суннă.

Районăн обществăлла пурнăçне хастар хутшăнакан хĕрарăм-аннесене Н.В.Абдюшевăна, И.Н.Долговăна, Т.Е.Ивановăна, Л.Н.Карзаковăна, И.Н.Карповăна, Е.Н.Пермяковăна, С.В.Смирновăна район администрацийĕн Хисеп грамотисене  парса чысланă. М.М.Белкова тата В.Н.Хораськина регионсем хушшинчи «Чăваш халăх тумĕ» обществăлла организацин Дипломĕсене тивĕçнĕ. «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн Тав çырăвĕсемпе В.П.Даниловăна, Е.И.Тихоновăна наградăланă.

Сцена çинчен районти культура çурчĕн ĕçченĕсем, искусствăсен шкулне çӳрекенсен ушкăнĕсем, вĕренекенсем пуçтарăннисене хаваслă юрă-кĕвĕ парнеленĕ.

Г.ЮРЬЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *