Кăçалхи кĕр çĕр ĕçченĕшĕн чылай чăрмав кăларса тăратрĕ. Уйрăмах тымар-çимĕç, пахча çимĕç лартса-акса тунă хуçалăхсене çăмăлах килмерĕ. Апла пулин те, ял ĕçченĕсем мĕн çитĕнтернине пуçтарса илес тесе çине тăрса ĕçлеççĕ, хирсем пушансах пыраççĕ.
Çак кунсенче «Комсомольские овощи» агрофирмăн пахча çимç хирĕсенче пулса куртăмăр. Ире хирĕç пăртак çумăр пĕрĕхсе иртнĕ пулин те уйра техника нумай, кишĕр пуçтаракан çынсем те йышлă. Йĕпе пулнипе комбайнсем ĕçе тытăнайманччĕ-ха, йăрансене сухаласа кăпкалатакан тракторсем тăрăшатчĕç. Вĕсем хыççăн çынсем кишĕре витресем çине пуçтарса пыраççĕ, контейнерсем çине пырса тăкаççĕ. «Куллен ĕçе 70-е яхăн çын хутшăнать. Вĕсем тĕрлĕ ялсенчен. Хамăр транспортпа кайса илетпĕр, ĕç хыççăн леçсе яратпăр. Ĕçне кура кирлĕ таран тӳлетпĕр, хавхалантаратпăр. Пурте тăрăшса ĕçлеççĕ. Пылчăклă, хура ĕç пулсан та хăраса тăмаççĕ», — каласа парать агрофирма директорĕн çумĕ В.Г.Андреев. Çĕр ĕçĕ нихăçан та таса пулман. Пахча çимĕç лавккасене, сĕтел çине лекиччен чылай тăрăшма тивет. Йĕпе-сапаллă çанталăкра ĕçĕ те, тăкакĕ те нумайрах. Кăçал агрофирма 23 гектар çинче кишĕр çитĕнтернĕ. «Сильвано» сортлă кишĕр ăнса пулнă. Вăтам тухăç кашни гектар пуçне 100 центнера яхăн. Кăлармалли тата 10 гектар ытла юлнă. Çанталăкĕ парсан тепĕр 5—6 кунран ĕçсене вĕçлеме май пулĕ», — пĕлтерет Василий Геннадьевич.
Инçех те мар хĕрлĕ кăшман уйĕ. Унта та ĕçсем пыраççĕ. 20 гектар çинче çитĕнтернĕ «Камаро» сортлă çак пахчаçимĕçĕн тухăçĕ те япăх мар. Октябрĕн 20-мĕшĕ тĕлне ăна 4 гектар кăларса пуçтарса илнĕ. Кунти ĕçсене йăлтах механизациленĕ. Комбайнсем кăлараççĕ, автомашинăсемпе тракторсем складсене турттараççĕ. Комбайнсемпе Димитрий Галзанов, Виктор Владимиров тăрăшаççĕ. Константин Краснов, Геннадий Ильин, Андрей Леонтьев, Сергей Константинов, Аглем Камальтдинов турттарса тăраççĕ.
Хирсенче чăннипех те мĕн çитĕнтернине пуçтарса кĕртес енĕпе чăн-чăн кĕрешӳ пырать тесен те юрать. Уйри ĕçсене пурнăçлама 30 ытла техника хутшăнать. Агрофирма транспорчĕсемсĕр пуçне уйрăм çынсен техникисене те явăçтарнă. Путса ларакан е йывăрлăхпа ку çакан техник ăна сĕтĕрсе пулăшма Иван Тякановпа Марат Сейфуллин хăватлă техникăпа хатĕр тăраççĕ.
Управляющи кишĕр уйĕнче тĕрлĕ ĕçсенче вăй хуракан Лев Пудовкин, Ферит Купиров, Владимир Владимиров, Анатолий Вершков, Искандер Насыбуллин, Димитрий Козин, Тахир Абеев, Валерий Пудовкин, погрузчикпа тăрăшакан Вадим Григорьев тата ытти нумай механизаторсене ырăпа асăнчĕ.
«Çанталăк уяр тăнă пулсан ку ĕçсене тахçанах вĕçлемеллеччĕ. Çакна тума пирĕн пур майсем те пур. Темĕнле хĕн пулсан та, çу каçа тар тăкса çитĕнтернине юр айне х ăвармăпăр, пуçтарса кĕртĕпĕр», — çирĕплетсе каларĕ В.Андреев.
Ю.Гаврилов.