Пятница, 12 апреля

Çĕнĕ технологи халăхшăн ĕçлет

Çĕнĕ технологи халăхшăн ĕçлет

«Цифра танмарлăхне пĕтересси» федераллă программăпа килĕшӳллĕн тӳлевсĕр Wi-Fi  сечĕпе районти 19 ялта çыхăну йĕркеленĕ. Çавăнпа та унта пурăнакансем пĕр чăрмавсăрах пысăк хăвăртлăхлă Интернетпа усă курма пултараççĕ. Ку вĕсене республика, çĕршыв, тĕнче пурнăçĕнчен уйрăлмасăр кирлĕ информаци илсе пурăнма, йăлари   тата административлă ыйтусене татса пама  май парать.

Пирĕн районта оптико-волокно никĕсĕ çинчи çыхăну линине тăсассине, юпасем лартма вырăн тупса ун çине пысăк хăвăртлăхлă Интернета кĕме май паракан оборудовани вырнаçтарассине икĕ çулта вĕçленĕ.  Уйрăмах çак тĕллевпе çырма-çатра урлă кабель туртса çитерес тĕлĕшпе йывăрлăхсем пулнă. Çавăн пекех халăха федераллă программа çынсене чылай çăмăллăх, хăтлăх панине ăнлантарма та çăмăлах пулман. Социаллă сетьсенчи фейксене ĕненсе хăраса ӳкекенсем те сахал мар пулнă. Район администрацийĕн представителĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, вырăнти журналистсем тăрăшнипе çынсене Интернет усси пирки каласа, çырса пани пысăк пулăшу кӳнĕ. Халĕ район çыннисемшĕн онлайн вĕренӳ, ĕç, социаллă сетьсем, интернет магазинсенчен тавар туянасси тата ытти нумай-нумай пулăшу алă айĕнчех. Паянхи кун технологийĕн пĕтĕм лайăх енĕ куç умĕнчех. Иртнĕ кĕркуннех çынсем килтен тухмасăрах сасăлава, çырава хутшăнма пултарчĕç. Çакна тума Интернет çыхăнăвĕ пулăшрĕ.

П.Родионов. 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *