Понедельник, 24 июня

Хамăрăннисене нихăçан та пăрахмастпăр

Хамăрăннисене нихăçан та пăрахмастпăр

«Хамăрăннисене пăрахмастпăр» («Своих не бросаем!») акци районсемпе хуласенче  старт илчĕ. 

Октябрĕн 13-мĕшĕнче  асăннă  акци пирĕн районта иртрĕ. Çак пулăма халалланă концерта Комсомольски муниципаллă округăн депутатсен Пухăвĕн председателĕ С.Н. Грачева уçрĕ. Вăл çак йывăр вăхăтра Донбасри халăха, тăнăçлăхшăн тăшманпа кĕрешекен салтаксене пулăшмаллине палăртрĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов  акцие хутшăнакансене, «Пĕрле» фонда укçа-тенкĕ хывакансене тав турĕ. «Пĕрлĕхре — пирĕн вăй», — терĕ вăл.

«Кĕтне» ентешлĕх членĕ С.П.Лукиянов çамрăк ăрăва çĕршыва хӳтĕлеме  чĕнсе каларĕ. Мобилизаци йĕркипе каякансене, çар тивĕçне пурнăçлакансене хăвăртрах, çĕнтерӳпе таврăнма сунчĕ.

Акцие Комсомольски 1-мĕш тата 2-мĕш вăтам шкулĕсенчи кадетсем, «Островок» ташă ушкăнĕ,  «Каçал», «Кубняночка», «Мишар»  халăх ансамблĕсем, Марина Волкова, Сергей Просвирнов, Светлана Печникова тата ыттисем те хутшăнчĕç. Вĕсем юрăсем шăрантарчĕç, ташăсем ташларĕç.

Билет  сутса пуçтарнă  укçана пĕтĕмпех   «Пĕрле» фонда хываççĕ. Çак укçана мобилизацие лекнисене пулушу кӳме яраççĕ. Районта пурăнакансем  концерта килсе унта тӳпе хыврĕç. Унсăр пуçне районти предприятисемпе организацисем те, уйрăм çынсем те «Пĕрле» фонда укçа-тенкĕ  чылай хывнă.  Пĕр-пĕрне йывăрлăхра яланах  алă парса пулăшар!

А.АНТОНОВА.     

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *