Пятница, 26 апреля

Пултаруллă ĕçчен те, юратнă атте те

Пултаруллă ĕçчен те, юратнă атте те

Ирсерен Аслă Чурачăкран район центрне  васкать Ю.В.Николаев. «Газпром газораспределение Чебоксары» АОн Канашри филиалĕн Комсомольскинчи газ участокĕнче тăрăшаканскер, ĕç  вырăнне вăхăтра çитме ăнтăлать.

2000 çулсен пуçламăшĕнче районта газификаци ĕçĕсем пысăк хăвăртлăхпа пынă. Пĕр ял хыççăн теприне «сенкер çулăм» çитнĕ. Газ оборудованийĕсене пăхса тăма, юсама ятарласа вĕреннĕ специалистсем кирлĕ пулнă. Шăпах çав вăхăтра хăйĕн пурнăçне газ хуçалăхĕпе çыхăнтарма шутлать те Юрий Владимирович. Вĕренсе тухнă хыççăн районти газ участокне ĕçе кĕрет. Вăл çулсенче газ оборудованийĕсем халăхшăн çĕнĕлĕх пулнă та, вĕсене ăнланакансем нумаях пулман. Уйрăм хуçалăхсене «сенкер çулăм» кĕртнĕ çынсем те газ приборĕсем çине шикленерех пăхнă. Вак-тĕвек ыйтусемпе ун патне пыракансем те чылайăн пулнă. «Тепĕр чухне йăлăхтарсах çитеретчĕç. Анчах та газ шӳтлемелли япала мар, вăхăт тупса пулăшма çитме тăрăшаттăм. Вăл çулсенче газ хуçалăхне ăнланакан специалистсем те темиçен анчахчĕ те, районти тĕрлĕ ялсене те тăтăшах тухса çӳренĕ. Каçа юлнисем те сахал мар пулнă», — аса илет халĕ вăл.

Паян та газ участокĕнче тăрăшакансен ĕç нумай. Раççей Президенчĕн газ çитмен ялсене «сенкер çулăм» илсе çитерессине вĕçлесси пирки калакан указа пурнăçлас енĕпе вăй хураççĕ. Ку тĕлĕшпе Урмаел тата Тукай Мишер ялĕсенче ĕç нумай. Çавăн пекех ытти ял тăрăхĕсенче те çĕнĕрен газ кĕртекенсем пур. Çĕнĕ урамсенче газ пăрăхĕсем хурас, çуртсем патне илсе çитерес енĕпе тăрăшаççĕ. Кунта вĕсен тепĕр чухне çĕрпе çыхăннă ĕçсене  те пурнăçлама тивет. Оборудованисем вырнаçтарса лартаççĕ, тĕп сетьпе çыхăнтараççĕ.

Ю.Николаев газ участокĕнче ĕçлеме пуçланăранпа 22 çул çитрĕ. Пĕрре пăхсан çак вăхăт сисĕнмесĕрех иртсе кайнă пек туйăнать ăна. Шухăша каять те… темĕнле лару-тăрура та пулма тивнĕ. Çутçанталăк пулăмĕсемпе çыхăннă аварисене пĕтерме те пĕрре мар тухса кайнă. Хăй ĕмĕрĕнче миçе çурта «сенкер çулăм» кĕртме пулăшнине шутласа та пĕтереймĕн. Ĕç юсавпа çеç çыхăнман, çынсене газ приборĕсемпе усă курнă чухне тимлĕрех пулмаллине асăрхаттарасси, юсавлăхне тĕрĕслесси те газовиксен ĕçех.

Коллективра Ю.Николаев — чи опытлисенчен пĕри. Çавăнпа та тин ĕçлеме пуçлакансем унран час-часах канаш-сĕнӳсем ыйтаççĕ. Вăл хăй мĕн пĕлнине ăнлантарса пама хирĕç мар.

Юрий Владимирович ĕçчен газовик çеç мар, çемье пуçĕ те. Çемье çавăрсан, мăшăрĕпе Олеся Александровнăпа çĕнĕ çурт тунă, хуралтăсем çавăрнă. Икĕ ачана пурнăç парнеленĕ. Асли, Данил, вăтам шкула аван паллăсемпе пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти кооператив институтĕнче пĕлӳ илет. Карина Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче кадет класĕнче вĕренет. Ашшĕ вĕсен пурнăçĕпе интересленсех тăрать. Çын хушшинче сăпайлă пулма, тĕллевсене пурнăçлама вĕрентет. Юрий Владимирович ашшĕ, Владимир Аверкиевич вĕрентсе каланисене яланах асра тытать те, тĕпренчĕкĕсене те çаплах ăс парать. Ачисем пурнăçра хăйсен вырăнне тупчăр тесе тăрăшать.

Хăйĕн тĕпренчĕкĕсемшĕн вăл юратнă атте анчах мар, çывăх юлташ та, вĕрентекен те. Çавăншăн хисеплеççĕ те ăна вĕсем.

Ял çыннин кирек ăçта тăрăшсан та кил-çуртра та ĕç нумай. Ю.Николаев вара хуçалăха тĕрĕс-тĕкел тытса пыма та, районти ялсене çитсе кирлĕ пулăшу пама та вăхăт тупать.

Ю.Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *