
Тукай Мишер вăтам шкулĕнчи «Точка роста» вĕренӳ центрĕ çулсеренех Цифра урокĕсем ирттерес енĕпе ĕçлет. Кăçал çавăн пек пĕрремĕш урок сентябрь уйăхĕн вĕçĕнче иртрĕ. Унăн теми — стартапри искусствăлла интеллект.
Шкулти 7—11-мĕш классенче вĕренекенсем информатика урокĕсенче IТ-технологипе усă курса предпринимательствăра пурнăçлама май пур ĕçсене пăхса тухрĕç. Теориллĕ пайра вĕсем стартап тата предприниматель ăнлавсемпе паллашрĕç, проектсем хатĕрлесе ăна вăя кĕртмелли çул-йĕре пăхса тухрĕç. Илнĕ пĕлĕве практикăлла занятисенче тренажерсемпе усă курса çирĕплетрĕç. Çĕнĕ технологисемпе шкул çулĕсенче паллашни ачасене пулас профессисем суйласа илме пулăшать.
Э.Айсына.