Воскресенье, 12 мая

Малашне те йĕркелĕхшĕн тăрăшĕç

Малашне те йĕркелĕхшĕн тăрăшĕç

Районти муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăм кăçалхи тăхăр уйăхри кăтартусене тишкерсе тухнă. Кунта ĕçлекенсем яланхи пекех право йĕркине сыхлас, профилактика ĕçĕсем тăвас енĕпе тăрăшнă.

Кăçалхи январь-сентябрь уйăхĕсенче пирĕн районта преступлени тăвасси ӳсни палăрать. Енчен те иртнĕ çулхи 9 уйăхра 98 преступление регистрациленĕ пулсан, кăçалхи çав вăхăтра — 114. Вĕсенчен ытларахăшĕ асап кăтартнипе (21), вĕлерессипе хăратнипе (28) çыхăннă. Преступленисен шучĕ Комсомольски (37-рен 47), Тукай (5-рен 18), Асанкасси, Кайнлăк (1-рен 4) ял тăрăхĕсенче   ӳсни палăрать.

Следовательсем 58 уголовлă  ĕçе вĕçлесе суда янăĕ Дознаватель производствипе 56 ĕçе вĕçне çитернĕ.

Çулталăк пуçланнăранпа пирĕн районта административлă йĕркене пăснă 51 тĕслĕх тупса палăртнă, вĕсенчен 21-шне судра пăхса тухнă.

Профилактика ĕçне вăйлатнине пула кăçалхи тăхăр уйăхра ӳсĕрле тунă преступленисен шутне (19,1 процент)  чакарма май килнĕ.

Çул çитмен ачасемпе ĕçлесси çине те пысăк тимлĕх уйăратпăрĕ çакă вĕсене йăнăш утăм тăвасран вăхăтра чарма май панă. Кăçалхи отчетлă тапхăрта ку енĕпе 1 преступлени регистрациленĕ. Шел пулин те, çул çитмен ачасем право йĕркине пăснă тĕслĕхсемпе 51 протокол çырма тивнĕ. Районти  çул çитмен 30 ачан ашшĕ-амăшне административлă майпа явап тыттарнă. Пирĕн сотрудниксем йывăр çемьесен пурнăçĕпе интересленсех тăраççĕ, ачасемпе те, ашшĕ-амăшĕпе те калаçусем ирттереççĕ.

Маларах судпа айăпланнисене, нумаях пулмасть тĕрмерен ларса тухнисене те асăрхасах тăратпăр. Вĕсем тепĕр хут йăнăш ан туччăр тесе тимлетпĕр.

Районта ют çĕршывсен 105 гражданинĕ учетра тăрать (узбексем, таджиксем, украинецсем, молдавансем…). Донецк халăх республикинчен килнĕ 14 çын, вĕсенчен çул çитмен 4 ача пурăнать. Вĕсем миграци саккунĕсене мĕнле пурнăçланине те асăрхаса тăратпăр.

Телефонпа тата ытти электронлă майпа укçа вăрлани, улталани енĕпе халăхпа тăтăшах калаçусем ирттернин усси палăрать. Ку енĕпе тунă преступ- ленисем чакнă пулин те çав- çавах «ултавçăсен вăлтине» çакланакансем сахалах мар.

Районта наркотиксемпе тата хĕç-пăшал çаврăнăшĕпе саккуна пăсса усă курнипе çыхăннă преступленисене тупса палăртман.

Районти çулсем çинчи лару-тăру çивĕч-ха. Пĕлтĕр çул çинче 24 инкек пулнă пулсан, кăçал — 29.  Вĕсенче çынсен пурнăçĕсем татăлни уйрăмах пăшăрхантарать. Кăçал аварисенче 8 çын вилнĕ. Пĕлтĕр  4 çын пурнăçран уйрăлнăĕ Аварисенчен улттăшĕ ӳсĕр водительсен айăпĕпе пулнă. Автотранспорт тытса пыракансем  тĕлĕшпе административлă йĕркене пăснă пирки 1908 протокол çырнă. Руль умне ӳсĕр ларнăшăн тата медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма килĕшменшĕн 57 водителе административлă майпа явап тыттарнăĕ çул çинчи хăрушсăрлăх ыйтăвĕпе пирĕн сотрудниксем ĕçлеççĕ, тĕрлĕ мерăсем йышăнаççĕ, рейдсем йĕркелеççĕ, операцисем ирттереççĕ. Муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмăн тĕллевĕсем малашне те преступление хирĕç кĕрешесси, профилактика ĕçĕсем ирттересси пулса  тăраççĕ.

Р.Зайнуллин,

муниципалитетсем  хушшинчи «Комсомольский» уйрăм начальникĕ.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *